Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
3 Апрелӗн , 12:02

Пӗтӗм ялпа пулӑшаҫҫӗ

Кистенлĕ çыннисем пирӗн салтаксемпе офицерсене гуманитари пулӑшӑвӗ пухссинчен пĕрре те айккинче юлмаҫҫӗ.

Пӗтӗм ялпа пулӑшаҫҫӗ
Пӗтӗм ялпа пулӑшаҫҫӗ

Икӗ ҫул каялла пулса иртнӗ ҫарпа политика событийӗсем пӗтӗм ҫӗршыври халӑха пӗр ҫӗре пӗтӗҫтернӗ. Ҫакӑ ял тӑрӑхӗнче нумай ял йыш хастарлӑхӗпе Раҫҫей ҫарӗнче ҫапӑҫакан боецсене гуманитари пулӑшӑвӗ пухассипе, ялсенче маскировка сеткисем çыхма ӑстаҫӑсем пухăннипе уйрӑмах палӑрать.

— Пирӗн ялтан Украинӑри ятарлă ҫар операцине виҫҫӗн хутшӑнаҫҫӗ, — каласа парать маскировка сеткисем ҫыхмалли ӑстаҫӑсен ертӳҫи Наталия Васильевна Иванова. — Вӗсем час-часах хӑйсен тӑванӗсемпе ҫывӑх тӑванӗсем патне кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килеҫҫӗ. Передовойри "хӗрлӗ" зонӑран килнисем вырӑнти шкул ачисемпе тата ялти ҫамрӑксемпе тĕл пулса ансат мар ҫар служби çинчен каласа параççĕ. Кистенлĕ çыннисем пирӗн салтаксемпе офицерсене гуманитари пулӑшӑвӗ пухссинчен пĕрре те айккинче юлмаҫҫӗ. Пӗтӗм ялӗпе укҫа та, апат-ҫимӗҫ те, консервӑпа сухари таранах пуҫтараҫҫӗ. Ӑшӑ япаласем пухас ӗҫре Вера Васильевапа Галина Данилова питӗ хастар ĕçлеҫҫӗ. Хӗллехи сивӗ тапхӑрта Пушкӑртстан контрактникĕсем патне ӑшӑ нускисемпе темиҫе посылка янӑ. 2023 ҫулхи август уйӑхӗнчен пуҫласа Кистенлĕри ял Культура çуртӗнче фронт валли маскировка сеткисем ҫыхассине организациленӗ. Ҫирӗм сеткă ҫыхнă ĕнтĕ. Сеткă çыхакансене — Лариса Исаковна Ильинана, Лидия Николаевна Сивякована, Светлана Васильевна Павлована, Раиса Петровна Трофимована, Алевтина Алексеевна Леонтьевана, Елизавета Александровна Захарована, Ольга Валерьевна Иванована, Лидия Михайловна Федорована тата чи опытлă ăстаçа Владимир Витальевич Леонтьева пысăк тав тӑватпӑр. Вӗсем ҫаплах-ха, килти ӗҫсене пӑрахсах, клуба пыраҫҫӗ те хӑйсен ирӗкӗпе, ҫапла майпа та пулин боецсене пулӑшма, нумайранпа кӗтнӗ Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартма тӑрӑшаҫҫӗ.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

Пӗтӗм ялпа пулӑшаҫҫӗ
Пӗтӗм ялпа пулӑшаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: