Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Апрелӗн , 11:54

Апрелӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей МВД ветеранӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Ҫак куна халалланӑ уяв мероприятийӗсем Пишпӳлек районӗнче те иртеҫҫӗ.

Апрелӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей МВД ветеранӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Апрелӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей МВД ветеранӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Апрелӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫейре МВД ветеранӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна халалланӑ уяв мероприятийӗсем Пишпӳлек районӗнче те иртеҫҫӗ. Ҫапла, Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнче чечексем хумалли чаплӑ митинг пулса иртнӗ. Мероприятире тухса каланӑ район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов МВД ветеранӗсемпе сотрудникӗсене службӑшӑн тав тунă, вӗсем Пишпӳлек районӗн территорийӗнче йӗрке тивӗҫтерессишӗн пысӑк тӳпе хывнине палăртнă. Митинг хыҫҫӑн полици пайӗнче пуху пулса иртнӗ, унта ҫавӑн пекех Пишпÿлек районӗнчи МВД пайӗн начальникӗ Азат Хазиев тата МВД ветеранӗсен районти Канашӗн председателӗ Виталий Сергеев та хутшӑннă. Тӗлпулура ветерансен Канашӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫӗсене пĕтĕмлетнĕ, ҫавӑн пекех тав ҫырӑвӗсемпе тивӗҫлӗ наградӑсем панă. Чаплӑ пай хыççăн ветерансем хăйсем хушшинче шашкӑпа турнир ирттернĕ.
Палӑртса хӑваратпӑр, СВОна хутшӑнакансемпе, ҫавӑн пекех вӗсен ҫемйисемпе ӗҫлекен "Защитники Отечества" фондӑн социаллӑ координаторӗ Рамиль Мухтасимов уяв мероприятийӗсене хутшӑннӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

 

Апрелӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей МВД ветеранӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Апрелӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей МВД ветеранӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Апрелӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей МВД ветеранӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Апрелӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей МВД ветеранӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Апрелӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей МВД ветеранӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Апрелӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей МВД ветеранӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Апрелӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей МВД ветеранӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: