Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пишпÿлекре ачасем "Сывлӑх" ҫӗршывра ҫулҫӳревре пулнă

Мероприяти вӗҫĕнче ачасем "Сывлӑх йывӑҫне" йӗркеленӗ, ун ҫине сӗннӗ ҫулҫӑсенчен усӑллӑ йӑласем ҫирӗплетнӗ.

Пишпÿлек районӗнчи ача-пӑча библиотекинче ачасен пултарулӑх центрӗнчи "Радуга" хатӗрленÿ ушкăнĕнчи ачасем валли "Кӑна пурте пӗлеҫҫӗ, сывлӑх - чи лайӑх тус" вӑйӑ программи ирттернĕ.
Сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен, витаминсен усси ҫинчен, тӗрӗс апатланни тата пирӗн сывлӑх ҫинчен интереслӗ фактсем нумай пӗлнĕ ачасем библиотекарьпе калаҫнӑ чух. Организмшăн мĕн усӑллӑ тата сиенлӗ пулнине пӗлнĕ, сывлӑх ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ, тупмалли юмахсен тупсӑмĕсене тупнă, хăйсем валли кун йӗрки тунă.
Мероприяти вӗҫĕнче ачасем "Сывлӑх йывӑҫне" йӗркеленӗ, ун ҫине сӗннӗ ҫулҫӑсенчен усӑллӑ йӑласем ҫирӗплетнӗ.
"Сывлӑх" ҫӗршыва ҫулҫӳреве вӗҫленӗ май ачасем библиотекарьсемпе пӗрле ҫакӑн пек пĕтĕмлетÿ тунă: пирӗн сывлӑхшӑн зарядка тумалла, тасалӑха пӑхӑнмалла, тӗрӗс апатланмалла, уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳремелле, спортпа туслашмалла.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек районӗнчи ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club84987221

Пишпÿлекре ачасем "Сывлӑх" ҫӗршывра ҫулҫӳревре пулнă
Пишпÿлекре ачасем "Сывлӑх" ҫӗршывра ҫулҫӳревре пулнă
Пишпÿлекре ачасем "Сывлӑх" ҫӗршывра ҫулҫӳревре пулнă
Пишпÿлекре ачасем "Сывлӑх" ҫӗршывра ҫулҫӳревре пулнă
Пишпÿлекре ачасем "Сывлӑх" ҫӗршывра ҫулҫӳревре пулнă
Пишпÿлекре ачасем "Сывлӑх" ҫӗршывра ҫулҫӳревре пулнă
Пишпÿлекре ачасем "Сывлӑх" ҫӗршывра ҫулҫӳревре пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: