Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
30 Апрелӗн , 09:56

Професси уявӗпе — пушар хуралӗн кунӗпе чӗререн саламлатпăр!

Пушар хуралӗн хисеплӗ ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем!

Эсир хӑвӑр пурнӑҫа ырӑ та питӗ кирлӗ ӗҫе – вутлӑ стихийăпа кӗрешес ӗҫе халалланӑ. Службӑна хастар илсе пырса, ҫирӗплӗхпе пысӑк профессионализм кӑтартса, эсир кашни кун ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗпе ырлӑхӗшӗн хӑвӑра хӑвӑр шеллеместӗр. Эсир суйласа илнине тата сирӗн принципăрсене чунтан хисеплеҫҫӗ!
Паян эпир пушар хуралӗн ӗҫченӗсене, служба ветеранӗсене, ирӗклĕ ҫӑлав командисен коллективӗсене саламлатпӑр. Эсир Пишпÿлек районӗнчи ӗҫе пушара хирӗҫ хӑрушсӑрлӑхӑн лайӑх системи йӗркеленӗ, пурлӑхпа техника никӗсӗ пӗрмаях лайӑхланса пырать. Шел пулин те, ҫухатуран хӑтӑлма май ҫук. Анчах эсир тӑрӑшнипе вӗсене чакарма май килет, пуринчен ытла эсир нумай ҫын сывлӑхӗпе пурнӑҫне ҫӑлса хӑваратӑр. Ҫакӑншӑн сире питӗ пысӑк тав!
Службӑшӑн тав туса сире пурне те ырӑ, ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑх сунатпӑр! Сире тата сирӗн ҫемьесене кашни кун лӑпкӑ та шанчӑк патӑр, професси ҫитӗнӗвӗсем вара малалла та Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансен интересӗсемшӗн тӑрӑшчӑр!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Професси уявӗпе — пушар хуралӗн кунӗпе чӗререн саламлатпăр!
Професси уявӗпе — пушар хуралӗн кунӗпе чӗререн саламлатпăр!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: