Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
28 Апрелӗн , 14:24

Кӑчӑкӑ уявӗ

Людмила РомановаСитек ялĕ. Сăвă.

Кӑчӑкӑ уявӗ
Кӑчӑкӑ уявӗ

Людмила Романова
Ситек ялĕ. Сăвă.

Сар хӗвел шевлийӗ
Ӑшшӑн ҫупӑрлать,
Ҫуркунне илемӗ
Чуна хускатать.

Анкарти хыҫӗнче,
Айлӑм вырӑнта
Кӑчӑкӑ тӗммисем
Ӳсеҫ ашкӑрса.

Вӗсене никам та
Лартса ӳстермен,
Хӑйсемех сарӑлнӑ
Нӳрӗ ҫитнӗрен

Ирпе эпӗ утрӑм
Ҫакӑ вырӑна.
Курнӑ асамлӑха
Шанмап хаман та!

Тӗреклӗ вуллисем
Кӗмӗл папкара!
Кӳпчесе тулнипе
Кӗҫ ҫурӑласла!

Тӑрринчи папкисем
Ӗлкӗрнӗ ҫурса,
Ҫутӑ сарӑ тӗслӗ
Тусан ларнӑлла.

Хӗвелӗ ҫӳлерех
Хуллен кармашать,
Ун ӑш хӗлхемӗпе
Сыв чун вӑранать.

Пыл хуртсем сӗрлесе
Вӗҫе пуҫларӗҫ,
Сарӑ ҫеҫке ӑшне
Пуҫӗпех чӑмрӗҫ.

Ҫӑмламас урисем
Сап-сарӑ пулчӗҫ.
Сӗтӗреҫҫӗ сарӑ,
Каҫсӑр чарӑнмӗҫ.

Виҫӗ тураттине,
Самай паркине,
Хуллен касса илтӗм,
Тытрӑм аллӑма.

Сыхлӗҫ ҫак туратсем
Кил-ҫурт канӑҫне.
Унпа ҫапса тухӑп
Пур чӗрӗ чунне.

Кӑчӑкӑ уявӗ-
Туррӑн ҫут кунӗ!
Ҫанталӑк чӗрӗлни-
Туррӑн ирӗкӗ.

Кӑчӑкӑ уявӗ,
Ҫемҫеттӗр чуна!
Ырлӑхпа тултартӑр
Пурӑнан куна!

Сăнÿкерчĕкĕсем: архивран.

https://vk.com/id394957973

 

 

 

Кӑчӑкӑ уявӗ
Кӑчӑкӑ уявӗ
Кӑчӑкӑ уявӗ
Автор:
Читайте нас: