Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
3 Апрелӗн , 11:25

Ÿсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ

Кӑҫал "Родник" агрофирмӑра техника культурисемпе хуратул калчисене нумайрах акма палӑртнӑ.

Ÿсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ
Ÿсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ

Кӑҫал "Родник" агрофирмӑра техника культурисемпе хуратул калчисене нумайрах акма палӑртнӑ.

"Родник" агрофирмӑри акмалли лаптӑксем 1758 гектар йышӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫуркунне хуҫалӑхра тырӑ культурисене планпа 1453 гектар ҫине акма хатӗрленеҫҫӗ. Нумай ҫул тăршшĕ ҫак ял хуҫалӑх предприятийӗ пысӑк тухӑҫлӑ тата рынокра кирлӗ ял хуҫалӑх культурине — хуратула аталантарассипе тӗллевлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫлет. Кӑҫал кунта каллех 480 гектар ҫинче вырнаҫакан хуратулăн чи пысӑк лаптӑкӗсем пулаççĕ.

— Пирӗн ял хуҫалӑх предприятийӗ ҫӗр ĕçне нумайрах тимлет, ҫавӑнпа та ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантаратпӑр, — тет агрофирма директорӗн ҫумӗ Дмитрий Михайлов. — Пусӑ ҫаврӑнӑшӗнче ҫителӗклӗ минераллӑ удобренипе усӑ курса, ҫулсерен начар мар тухӑҫ илетпӗр. Ытларах кӗрхи тата ҫурхи тырӑпа хуратул акса ӳстеретпӗр. Эпир çак вăхăтчен хӗвелҫаврӑнӑш акса ӳстерменпе пӗрех. 2024 ҫулта 200 гектар лаптӑка вӑрлӑх валли хӗвелҫаврӑнӑш акма план тӑватпӑр. Шӑпах хӗвелҫаврӑнӑш акма хаклӑ ТС-М–4150 А пневматикӑллӑ точкăллă акакан сеялка туянтăмăр. Ҫавӑн пекех ҫак кӑкармалли сеялка ҫинче ӗҫлеме кустӑрмаллă МТЗ-82.1 "Беларусь" ҫӗнӗ трактор туянтăмăр.

Дмитрий Сергеевич тракторсем, хӑй тӗллӗн ҫӳремелли машинӑсем тата вӗсем ҫумне ака кампанийӗ валли прицепсем хатӗрлесси ҫинчен те каласа пачĕ. Хуҫалӑх балансӗнче тӗрлӗ маркӑллӑ 12 трактор. Вӗсем пурте ака кампанине хутшӑнӗҫ. Ял хуҫалӑх предприятийӗн МТМăн ӑшӑ боксӗнче хӗлӗпе техникӑна юсавма чарӑнман. Кунта Ихсан Валеев хуҫалӑхăн тĕп инженерĕ ертсе пынипе механизаторсен пысӑках мар ушкăнĕ ӗҫлет. Ку вӑл К-744-Р1 тракторпа ӗҫлекен Александр Андреев, Владислав Никитин, вăл та К-744-Р2 тракторпа ĕçлет. МТЗ-1221 кустӑрмаллӑ тракторпа ӗҫлекен Игорь Герасимов, ҫавӑн пекех юсав ӗҫӗнче кирлĕ çын Геннадий Макеев сварщик. Вӗсем хăватлă тракторӑн двигателӗпе ҫӳрев пайӗсене, тата Александр Анисимов механизатор ҫумне ҫирӗплетнӗ Т-150 К трактора монтажлаҫҫӗ. Юсав мастерскойӗнче ĕçлĕ кӑмӑл-туйӑм хуҫаланать.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

Ÿсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ
Ÿсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: