Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
24 Кӑрлач 2019, 17:53

Ял тухтăрĕ

Юлашки çулсенче çынсем хăйсен сывлăхĕ пирки ытларах пăшăрханма тытăннă, тесе шутлать Роза Ефремова фельдшер.

Ермолкинти фельдшерпа акушер пункчĕн çÿллĕ категориллĕ фельдшерĕн Роза Ефремован ĕç стажĕ 44 çулпа танлашать. Роза Владимировна хăйĕн ĕçне чунтан юратать тата тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та малалла вăй хурса ял-йыш сывлăхĕшĕн тăрăшать.

— Ĕç-хĕл çулĕсем çынсем хăйсен сывлăхĕшĕн ытларах пăшăрханма тытăннине çирĕплетсе параççĕ. Холестерин, соя, сахăр шайне, юн пусăмне контроллесех тăраççĕ, — каласа парать Роза Владимировна.

Роза Владимировна Калинин ял Советĕнчи Петровка ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. 1975 çулта Пелепейри медицина училищĕне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 19 çулхи хĕр ĕçе пуçăннă. Унăн пысăк опытлă наставник Тамара Даниловна Смолова пулнă.

— Малтан йывăр условисенче ĕçлеме тиврĕ. 2009 çулта çеç ФАП çĕнĕ хуралта куçрĕ. Кунта чирлĕ çынсене йышăнмалли, процедура ирттермелли, акушер кабинечĕсем, аптека пункчĕ пур, — тет Роза Ефремова.

Фельдшерпа акушер пункчĕ Ермолкин, Петровка, Юманлăх, Рудник ялĕсенче пурăнакансене тивĕçтерет. Роза Владимировнан ĕçĕ нумай: кашни кун чирлĕ çынсене йышăнать, ачасене, йывăрлă хĕрарăмсене пăхса тăрать, васкавлă пулăшу парать, килĕрен çÿрет, врач çырса панă процедурăсене пурнăçлать, флюорографи тĕпчевĕн срокĕсене, диспансеризаци иртнине контроллесе пĕлтерсе тăрать.

Роза Ефремова вăрах çул тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн «Пушкăртстан Республикин сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» ята тивĕçнĕ, ăна ПР Сывлăх сыхлав министерствин, район администрацин Хисеп хучĕсемпе палăртнă.
Читайте нас: