Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
5 Июлӗн 2019, 16:46

Позицисене чакармастпăр

Райпо суту-илÿ сетĕнче сутуçăсемпе тавар туянакансен хушшинче тачă çыхăну йĕркеленĕ

Районта ваккăн сутакан 116 лавкка, пилĕк супермаркет тата специализациленĕ продовольстви мар тавар сутакан сакăр лавкка ĕçлет. Потребитель кооперацин ĕçченĕсен пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕ умĕн Пишпÿлекри райопо председателĕ Михаил Лукьянов суту-илÿ отраслĕнче ĕçсем мĕнле пыни çинчен каласа панă.

— Михаил Павлович, районти потребкооперацинче пĕлтĕрхи çулталăкпа танлаштарсан мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ?

— Потребитель кооперацин ĕçченĕн кунне кашни çул июлĕн пĕрремĕш вырсарни кунĕнче палăртаççĕ. Эпир районта потребкооперацине сыхласа хăварма пултартăмăр, туса кăларатпăр, хамăр продукцине сутатпăр. Пĕлтĕртенпе стационарлă суту-илÿ пункчĕсем çук 25 яла тивĕçтеретпĕр. Ятарлă автолавкка машини опытлă сутуçăпа Елизавета Михеевапа эрнене тăватă хут ытларах пенсионерсем пурăнакан ялсем тăрăх тухса çÿрет. Вăл тавар туянакансем маларах телефонпа шăнкăравласа заказ тунă таварсем илсе килет. Пушкăртстанра эпир кăна çакăн пек суту-илÿ тĕсне илсе пыратпăр. Ялти райпо лавккисене хупмасса тăрăшатпăр. Паянхи кун районта ĕçлĕ график тăрăх райпон 32 суту-илÿ точки ĕçлет.

— Райпон кун тытăмĕнче мĕнле çивĕч проблемăсем пур?

— Интернет ял шкулĕсемпе кил-çуртсене кăна мар, суту-илĕве те килчĕ. Енчен те интернет ĕçлемесен, кассăллă аппаратсем ĕçлемеççĕ. Юлашки тĕслĕх: нумай пулмасть Каминкере çиçĕм çапнине пула интернет ĕçлеме чарăннă. Электронлă картăллă тавар туянакансем тавар илеймеççĕ. Эпир вара тавар çаврăнăшне çухататпăр. Кашни уйăхра райпо интернет çăмăллăхĕсемшĕн 100 ытла пин тÿлет. Кассăллă аппаратсемпе терминалсене çĕнетсех тăратпăр. Кăçал кăна çак тĕллеве икĕ миллион тенкĕ тăкакларăмăр. Тĕрĕслев органĕсем спирт шĕвекĕсене сутнине çирĕп контроллеççĕ. Малашне табак хатĕрĕсемпе, сĕт продукцине контроллеме пуçлаççĕ.

Паянхи кун района çăкăра пĕтĕм Пушкăртстанран илсе килеççĕ. Çакă Пишпÿлекри çăкăр комбиначĕн продукцин калăпăшне витĕм кÿрет. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче Пелепей районĕнчи мĕнпур шкулсене çăкăрпа тивĕçтертĕмĕр. Вырсарни кунсенче Пономаревка тата Оренбург облаçне сутма каяттăмăр.

Çăкăр комбиначĕ çумĕнче çурмафабрикатсен цехне хута ятăмăр, унта 30 яхăн продукци кăларатпăр. Фарш, лимонад, квас та сутатпăр. Квас Пишпÿлекпе Бакалă районĕсенче кăна туса кăлараççĕ. Республикăра тăватă районта кăна лимонад тăваççĕ.

— Кадрсемпе лару-тăру епле тăрать?

— Коллектив пирĕн стабиллĕ. Пишпÿлекри райпора тÿрĕ кăмăллă тата яваплă ĕçченсем кăна ĕçлеççĕ — 135 çын. Пирĕн тĕлĕшпе тавар туянакансенчен ÿпкевсем çук. Эпир суту-илÿ колледжне вĕренсе пĕтернĕ çамрăк специалистсене ĕçе явăçтаратпăр, вĕрентетпĕр. Опытлă ветерансенчен пулăшу ыйтма тивет. Демскинчи Гулфира Бадретдинова тепĕр хут ĕçе тухнă хыççăн суту-илĕвĕн калăпăшĕ виçĕ хут ÿсрĕ. Йăлпăлакри ĕç ветеранĕ Любовь Варикова та лайăх пулăшать.

Суту-илÿре ĕçлекенсене пурне те професси уявĕпе саламлатăп, вĕсене тата вĕсен çемйисене ăнăçу, сывлăх тата çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп!

Владимир СМОЛОВ калаçнă.
Читайте нас: