Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
5 Июлӗн 2019, 14:28

Пур çавăн пек çамрăксем…

Волонтерсене Тав çырăвĕсемпе хавхалантарнă

Раççей Шалти ĕçсен министерствин Пишпÿлек районĕнчи пайĕн дежурнăй чаçне çĕрлехи пĕрремĕш сехетре çырла пуçтарма кайнă Н. гражданин çухални çинчен пĕлтерÿ килнĕ. Пишпÿлек районĕнчи полици ĕçченĕсем тата 68-мĕш пушар чаçĕн çăлавçисем ăна çухалнă тăрăхра шыранă пулин те тупайман. Çĕрлехи вăхăтри шырав ĕçĕсене çумăр та, тĕтре те чăрмантарнă.

Ирхине хăрушлăх сигналне Пишпÿлек районĕнчи «Поиск людей» организацин ертÿçи Ильдар Купаев хуравланă. Вăл кĕске вăхăтра пĕр шухăшлисене пухнă, мĕншĕн тесен ун пек чухне кашни минут хаклă. Волонтерсен ушкăнĕ шырав ĕçне пуçланă. Шырав зонине палăртнă хыççăн тавралăха шыраса тухма пикеннĕ. Часах арçынна Пишпÿлекрен тăватă çухрăмра тупнă.

— Эпĕ çухалнă çынсене шырассипе ĕçлекен республикăн пĕрлешÿллĕ отрячĕн йышĕнче тапхăрлă вĕрентÿ иртетĕп, Чечен Республикин территоринче те вĕрентÿ иртрĕм. Эпир пурĕ те 66 çын тупрăмăр, шел пулин те, пурте чĕрĕ мар. Эпĕ хам та çичĕ çулта чухне çухалса кайнă, мана нумай çын шырама тухнă. Хале ĕнтĕ ултă çул тăршшĕ çухалнă çынсене шыратăп, — каласа парать Ильдар Купаев.

Çамрăксем Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕнче иккĕмĕш курсра вĕренеççĕ, пурте лайăх шутра. Хастарлă граждан позицине кăтартнăшăн Ильдар Купаева, Булат Бадретдинова, Владимир Петрова, Альфред Уканеева район администрацин тата Раççей Шалти ĕçсен министерствин Пишпÿлек районĕнчи пайĕн Тав çырăвĕсемпе палăртнă.

Сергей ИВАНОВ.
Читайте нас: