Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
23 Июлӗн 2019, 18:02

Тавар туянакансене ăшă кулăпа кĕтсе илет

Светлана Маркова вĕренме те, çемье çавăрма та, кăмăла каякан ĕç тупма та ĕлкĕрет.

Сана ăшă кулăпа тата тимлĕхпе кĕтсе илессине пĕлсе тăрсан лавккана çÿреме питĕ кăмăллă. Ермолкин ялĕнче пурăнакансене ку енчен ăннă. Вĕсем «Березка» лавккара ырă кăмăллă тата йĕркеллĕ çынсем ĕçленине пĕлеççĕ. Лавккан коллективĕ пысăках мар: Ирина Павлова тата Светлана Маркова. Светлана çамрăк сутуçă пулин те, кĕске вăхăт хушшинче ял-йышăн хисепне çĕнсе илме пултарнă.

— Сутуçă пулса ĕçлеме планламан, анчах ĕç тупăнсан нумай шухăшласа тăмарăм, ĕçе кĕтĕм, — каласа парать хĕр. — Малтан йывăрлăхсем пулчĕç, тавар туянакансем те мана сăнарĕç, тĕрĕслерĕç.

Светлана сутуçă профессин спецификине çийĕнчех ăнкăртса илнĕ. Унăн укçапа, çынсемпе, тавар йышăнас тĕлĕшпе опыт пулнă. Халĕ ял лавккинче çемьепе çурт валли кирек мĕнле тавар та туянма пулать. Сутуçăсем çынсене кирлĕ тавара тавар тăратакансенчен тÿрремĕн заказ туса илеççĕ.

Светлана Ермолкинта нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ.

— Ачалăхра физикăпа математика вĕрентекенĕ пулма ĕмĕтленеттĕм. Предмечĕсем, вĕрентекенĕсем килĕшетчĕç, — пĕлтерет Светлана. — Шкул хыççăн Самарăри вуза обществăлла апатланăвăн технологне вĕренме кĕтĕм, анчах вĕренме каймарăм. Пелепейри 46-мĕш училищĕре повар-кондитера хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрăм.

Хĕр çăкăр комбиначĕн столовăйĕнче ĕçлеме пуçланă. Пĕр вăхăтрах повар та, кассир та, склад заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçласа ĕлкĕрнĕ. Часах хĕр аслă пĕлÿ илме шут тытнă.

— Пишпÿлекри райпо председательне Михаил Павловича, Наиля Исламовна технолога, Далира Мансуровна повара, столовăй коллективне мана аслă пĕлÿ илме хистенĕшĕн тата пулăшнăшăн пысăк тав, — ăшшăн кулать хĕр.

Ермолкинта сутуçă кирлĕ пулсан райпо руководстви Светланăна шанса сутуçă пулса ĕçлеме янă. Халĕ çамрăк сутуçăн аллинче Пушкăрт кооператив институчĕн обществăлла апатланăвăн технологĕн дипломĕ. Çак пилĕк çул хушшинче Светлана мăшăр тупнă, ача çуратнă.

Çемье пĕрремĕш ача çуралнăшăн 300 пин тенкĕ илнĕ. Ксения ашшĕпе амăшне Пелепейри хваттершĕн пĕрремĕш тÿлевне тума пулăшнă. Хальлĕхе мăшăр хулана куçса кайма васкамасть. Ялта тытăнса юлайнине вăхăт кăтартĕ.

Ирина МИХАЙЛОВА.
Читайте нас: