Çак кунсенче шкул тăррине çĕнĕрен витеççĕ, шалти юсав ĕçĕсене хастар пурнăçлаççĕ, коммуникацисене ылмаштараççĕ. Строительсен бригади ĕçе калаçса татăлнă сроксенче туса пырать. Наиль Габдуллович палăртна тăрах, çĕне вĕренÿ çулĕ пуçланнă вăхăта çĕнелнĕ шкул ача-пăчасене тараватлăн кĕтсе илессине шантарса калама пулать.