Пулнă тухăçа пуçтарса илсе ĕçе кĕртмелле.
Вăрăлăх лартнă пахча çимĕçĕн е чечек-курăкăн вăррине пуçтармалла.
Тăкăннă çулçăна пуçтармалла, типсе хăрнă çимĕçсене /вĕсем ÿкесшĕн мар/ татмалла. Мĕншĕн тесен çак каяшра тĕрлĕ чир-чĕр вирусĕсем, хурт-кăпшанкă личинкисем хĕл каçаççĕ. Вĕсем тепĕр çул йывăçа сиен кÿреççĕ.
Çамрăк йывăç-тĕме кăшлакан чĕр чунсенчен хÿтĕлемелли ĕçсем пурнăçламалла. Вĕсемпе тĕрлĕ мелпе кĕрешме пулать. Капкăн, йывăç кĕлĕ, стекловата, хăратакан шакăртмасем, бордос шĕвекĕ т. ыт. те.
Бордос шĕвекĕпе йывăç вуллине тата аялти пысăк туратсене пульверизаторпа пĕрĕхмелле. Вулă ан сиенлентĕр тесен им-çама 1,10 виçепе илсен çитет. Кăшлакан чĕр чунсем çак шĕвек шăршине питĕ юратмаççĕ. Выçă вăхăтра та бордос шĕвекĕпе пĕрĕхнĕ йывăçсем патне çывхармаççĕ.
Йывăç вулли тавра кĕл сапмалла. Пĕрремĕш юр ÿксенех вулă тавра таптаса хытармалла, шыв сапса пăрлантармалла.
Шăшисене пĕтерекен им-çампа усă курма пулать. Ăна ял хуçалăх таварĕсем сутакан лавккасенче туянма пулать. Кайăк-кĕшĕк çиесрен им-çама ансăр пăрăхсем ăшне хумалла. Им-çам брикетне е хутаçне çара алăпа ан тытăр. Шăши-йĕке хÿре этем шăрши кĕрекен илĕртмĕш патне пымасть.
Ватăлнă тата ытлашши йăвă туратсене иртмелле.
Хăмла çырлин çимĕç панă турачĕсене йăлтах касмалла. Хура хурлăханăн ватă турачĕсене те ан шеллĕр. Çырла паракан çамрăк, парка туратсене хăварăр. Хĕрлĕ тата шурă хурлăханăн турачĕсене иртнĕ чухне тимлĕрех пулăр. Çырла икĕ çулти туратсем çинче лайăх пулать.
Крыжовникăн çĕр çумнелле усăнакан тата ватă турачĕсене иртмелле.