Çутă çул
-4 °С
Юр
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
15 Апрелӗн 2020, 16:30

Пишпÿлекре çĕнĕ шкул тăваççĕ

Район центрĕн çурçĕр-хĕвеланăç енче 320 вырăнлăх шкул тăвакан строительство площадкинче ĕç тулли хăватпа пырать.

Çакă вăл ку чухнехи стандартсемпе килĕшсе тăракан виçĕ хутлă çурт пулать. Шкула пĕлтĕрхи августра «100 объектов к 100-летию Республики Башкортостан» программа йĕркипе тума тытăннă. Патшалăх заказчикĕ — ПР ГКУ УКС, генподрядчик Пушкăртстан Республикинчи чи пысăк строительство компанийĕсенчен пĕри — «Главспецстрой» ООО.
Строительство компанийĕн директорĕ Семен Александрович Исачкин каланă тăрăх, строительствăпа монтаж ĕçĕсем графикран маларах пыраççĕ. Объектра 30 яхăн çын, тăватă техника — икĕ пĕчĕк тата икĕ пысăк кран ĕçлет. Халĕ иккĕмĕш хутăн стенисене хăпартаççĕ. 2021 çулхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне объекта хута ямалла.
Айгуль ГАРЕЕВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Айгуль ГАРЕЕВА.
Читайте нас: