Халĕ ĕçлекен 380 комплекс çумне тата 115 комплекса çул-йĕр правилисене пăснине фотовидеофиксаци системине аталантармалли Проектпа килĕшÿллĕн лартаççĕ. Камерăсене 27 муниципалитет (район) çулĕсем çинче лартнă: Альшей (8), Аскин (11), Аургазă (8), Балтачă (2), Белебей (1), Белокатай (2), Белорецк (1), Пишпÿлек (1), Бирск (7) Благовар (3), Бурзян (4), Давлекан (3), Дуван (5), Дюртюли (1), Ермекей (6), Иглин (1), Кармаскалă (12), Киги (2), Краснокама (1), Мелеузов (2), Мечетлĕ (7), Мишкин (2), Салават (2), Стерлибаш (5), Татăшлă (10) районĕсенче, Салават (2) тата Сибай (6) хулисенче. Комплекссем хăвăртлăх йĕркине пăснине регистрацилеççĕ.
Проект çул-йĕр хăрушсăрлăхне пысăклатма, аварисенче çынсем вилнин шутне чакарма тивĕçлĕ, çавăн пекех транспорт пăтăрмахĕсем ытларах пулакан вырăнсенче йĕркене тытса тăма лартаççĕ.