«Башкиравтодор» АО филиалĕн Пишпÿлекри ДРСУра тĕрлĕ трактор, автомобильпе прицепсем, ытти техника кĕрекен район центрĕнчи чи пысăк машинăпа трактор паркĕ теме пулать.
Трактор паркĕн коллективне 20 çула яхăн Фарит Шамилов механик ертсе пырать. Кăçал вĕсем çулленхи техника тĕрĕслевне ытти çулсемпе танлаштарсан, лайăхрах хатĕрленнине палăртмалла. Кустăрмаллă тата гусеницăллă техника таса, сăрланă, огнетушительсемпе аптечкăсемпе комплектланă.
— Техосмотра виçĕ эрне хатĕрлентемĕр, — тет çул-йĕр управленийĕн тĕп механикĕ Алексей Степанов. — Пирĕн трактор паркĕнче 28 единица трактор, прицеп тата ытти оборудовани.
Техосмотр пĕр çитменлĕхсĕрех иртмерĕ, анчах вĕсене пурне те çывăх вăхăтра пĕтерсе пулать.
— Хăйсен ĕçне чунтан парăннă трактористсем техникăна тăрăшса хатĕрленĕ, — пĕтĕмлетрĕ Пишпÿлек районĕнчи Гостехнадзор сектор заведующийĕ – тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ Эдуард Григорьев. — Пĕтĕмĕшле хак пани лайăх — тĕрĕсленĕ техникăн 85 проценчĕ пĕрремĕш хутĕнченех техосмтор иртрĕ. Ф.Ш. Шамилов механика çитменлĕхсене пĕтерме алă пустарса хут панă. Документаципе асăрхаттарусем çук. Трактористсен докуменчĕсем те йĕркеллĕ.