Лартмалли ыхра пуçĕсене тĕшĕлемелле, 2 грамран кая мар шăлсене илмелле. Ун пек шăлсенчен 20 грамран кая мар йывăрăш ыхра пуçĕсем ỹсеççĕ.
Шăлсене вĕсем мĕн пысăкăш пулнине суйласа илмелле: шултри, вăтамми, вĕтти. Кашни ушкăна уйрăм лартмалла. Хутăш лартас пулсан ыхра пуçĕсем пĕр харăс ỹссе çитеймеççĕ. Çавăнпах вĕсене тĕрлĕ вăхăтра кăларма тивет.
Лартмалли ыхра шăлĕсене 2-3 сехете кĕрен марганцовка шывĕнче тытмалла. Унтан пĕр-пĕр татăк çине кăларса хумалла, нỹрĕ татăкпа хупламалла. Ыхра шăлĕсем сăмсаланасса кĕтмелле. Шăтма пуçласан йăрансене лартмалла. Ретсене пĕр-пĕринчен 20-25 сантиметрта вырнаçтармалла, ыхра шăлĕсене пĕр-пĕринчен 5-6 сантиметртан, 2-3 сантиметр тарăнăшне лартмалла. Ытла тарăна лартсан ыхра час пулса çитеймест.