Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
23 Апрелӗн 2020, 13:02

Республикăра тата темиçе индустриаллă парк тăваççĕ

Пушкăртстанра индустриаллă парк тумалли юрăхлă лаптăксем суйласа илнĕ.

Благовещенск, Нефтекамск, Кумертау, Белорецк, Белебей хулисенче тата Стерлитамак и Салават районĕсенче лаптăксене палартнă. Хальхи вăхăтра уйрăм социаллă экономика аталанăвĕн территорийĕсенче вырнаçнă икĕ парк — «Благовещенский» тата «Нефтекамский» — проекчĕсене тăваççĕ.
Белебейре «Белебеевский завод «Автонормаль» акционер обществипе никĕсленсе индустриаллă парк тума калаçса татăлнă.
Кумертау тата Белорецк хула администрацийĕсем парксем тумалли çĕр лаптăкĕсене палăртнă. Кумертаура — 7-рен пуçласа 8 гектар таран икĕ лаптăк, Белорецкра — 79,5 га йышăнакан пушă çĕр лаптăкĕ.
Паян республикипе 10 индустриаллă тата 5 технопарк пур. Вĕсенче 61 резидент ĕçлет, 3,5 пин ĕç вырăнĕ тунă, инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 43 млрд тенкĕрен иртнĕ.
«Башинформ».
Читайте нас: