2020 ҫулта республикӑра предпринимательсен шучӗ 3,5% чакнӑ тата 122,2 пин шутланнӑ. МСП Пĕрлехи реестрӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне Пушкӑртстанра пӗтӗмпе 126,83 пин субъекта регистрациленӗ, вӗсенчен компанисем — 51,9 пин, ИП — 74,89 пин субъект.
Май вӗҫӗнче Уфара «Фабрика будущего» инновациллӗ предпринимательлӗх ҫуртӗнче Предприниматель эрни иртнӗ. Пуçласа тематика кунӗсене йӗркеленĕ: предприниматель прави, стартапсем, бизнес-шерифсен, креативлӑ индустрисен кунӗсем, социаллӑ предпринимательлӗх кунӗ.
Пушкӑртстанра паян пӗчӗк бизнесӑн социаллӑ тӗллевлӗ 1,5 пин ытла субъекчӗ. Çулталӑк хушшинче Социаллӑ предпринимательлӗх реестрне кӗртмешкӗн 400 ытла заявлени панӑ. Реестра кӗнӗ предпринимательсем кӑна 500 пин тенкӗ таран грантсем илме пултараҫҫӗ, аса илтерчӗ Нияз Фазылов.
«Башинформ» информацийĕпе.