«Тепловик» МУП специализациленӗ бригадисем райцентрти шыв пӑрӑхӗсемпе ӑшӑ сетьсене вырӑнĕ-вырăнĕпе çĕнетеҫҫӗ
«Тепловик» МУП юсавпа çĕнетÿ бригадисен çуркуннепе çулла -ӗҫсен пысӑк калӑпӑшне пула, общество тата уйрӑм секторсенчи шыв пӑрӑхӗсен сечӗсене те, тӗп котельнăйрен ăшăтакан организацисен офис ҫурчӗ патне тата райцентрти нумай хутлӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗрсене эксплуатацилессине шута илсе юсав ӗҫсен чи хӗрӳ тапхӑрӗ.
— Предприяти малтанах ҫак тапхӑра пӗтӗм ĕç калӑпӑшне палӑртса хурать, кирлӗ материал тата оборудовани хатӗрлет, — тет «Тепловик» МУП директорӗ Максим Асадуллин. — Шӑрӑх ҫанталӑкра вӑхӑтлӑха шыва чарма тивет тата. Туса ирттерекен ӗҫсем ҫинчен микрорайонта пурăнакансене малтанах асӑрхаттарма тивет.
Пишпÿлекри Мунча тӑкӑрлӑкĕнче 350 метр тӑршшӗ кивӗ хурҫӑ трубасене полиэтиленнисемпе улӑштарнӑ. Халӗ вара Ҫамрӑксен урамӗнче 400 метр тӑршшӗ водопроводӑн ҫӗнӗ линине йӗркелеҫҫӗ. Кивӗ шыв пăрăхне кунта картиш территорийӗсемпе пахчасем тӑрӑх ирттернĕ. Унччен пӗр бригада районти ҫар комиссариачӗ патне пыракан теплотрассăра ĕçлерĕ. Кунта пӗтӗмӗшле ӑшӑ трассине 112 метр тӑршшӗ, ҫав шутра водопровод та 1000 метр тӑршшӗ çĕнетнĕ. Халӗ Пишпÿлек варринче çавнашкал ĕçе туса пĕтереҫҫӗ. Кунта 200 метр тӑршшӗ теплотрасса пӗтӗмпех улӑштарӗҫ.
Самантпа усӑ курса юсав бригадисен членӗсене пурне те палӑртса хӑварас тетӗп. Ку водопровод участокӗн ӑсти Вильмир Ахметзянов, АВР слесарĕсем Виталий Захаров, Леонид Иванов, Рустам Рахматуллин, Радик Рашитов экскаватор машинисчĕ. Опытлӑ газоэлектросварщик Азат Саниев, ҫавӑн пекех ăшă сечĕсен слесарӗсем Владимир Русаков, Вячеслав Иванов, Владимир Колпаков шутланаҫҫӗ. Машина водителӗ Виталий Игнатьев строительство материалӗпе оборудованийӗ турттарать. Роберт Султанов машинист-грейдеровщик тăпрана тикӗслетет. Ман сылтӑм алӑпа опытлă ĕçчен Анатолий Сергеев ĕçсене ертсе пырать. Техника докуменчӗсене тӗп инженер Лидия Федотова оперативлӑ ҫыртарать. Тӗрӗсленӗ кадрсемпе эпир лартнă тӗллевсене тата ӗҫ калӑпӑшӗпе срокра вĕçлетпĕрех.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Владимир СМОЛОВ.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.