Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин юнкун видеоконференци режимӗнче иккӗмӗш Байкал тоннелӗпе чукун ҫул юхӑмне хута яма хутшӑнать. Кун пирки Кремль пресс-служби пӗлтерет.
«Ҫӗнӗ тоннель Байкал хысакӗ урлӑ каҫса РФ икӗ субъектне пӗрлештерет: хӗвеланӑҫ порталӗ Иркутск облаҫӗнче вырнаҫнӑ, хĕвелтухӑҫ вара — Буряти Республикинче, — тӗрӗсленĕ пӗлтерӳре. — Тоннелӗн строительстви 2014 ҫулта БАМа (Байкал-Амур магистралӗ) модернизаци тата аталантармалли проект шайӗнче тата Транссиба (Транссибирскри чугун ҫул магистралӗ) проекчӗ шайӗнче, РФ Президенчӗн тата правительствин хушӑвӗсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать.
Ҫӗнӗ Байкал тоннелӗпе юхӑма хута ямалли церемоние ҫавӑн пекех рабочисемпе строительсем, эксплуатаци специалисчӗсем, РЖД тата «УСК Мост» компанисен ертӳҫисем хутшӑнӗҫ. Тоннель тунӑ чухне пурӗ 1,5 пин ҫынна явӑҫтарнӑ, тӗрӗсленӗ Кремль пресс-службинче.
«Ҫӗр айӗнче кӑткӑс геологи условийӗсенче 6 пин те 682 метр иртнӗ. Ҫул хӑвӑртлӑхӗ уйӑхра 300 метра ҫитнӗ. Тоннель тарӑнӑшӗ 300 метр пулать», — ӑнлантарса панă пĕлтерÿре.
«Известия» информацийĕпе.