

2021 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнче ялти хастар ҫынсем субботник (юсав хыҫҫӑн) ирттернӗ.
Насус ларакан çурт юсавне вӗҫленӗ — ҫурт тӑррине тӗпрен юсанă, çÿлти витмелли плитана сÿтнĕ, ишĕлме пуçланă стенине сÿтсе çĕнĕрен купаланă, урайсене инертлӑ материалпа тикӗсленӗ. Халĕ еврочÿречесем вырнаҫтарасси пырать.
Резервуара — шыв пухакан вырăна йĕркене кĕртнĕ (полимер люкне монтажланă, ҫӗввисене цементпа хӑйӑрлӑ растворпа сӑтӑрнă, «Бикростпа» витнĕ). Каптаж территорине тирпей-илем кӗртес ӗҫе пурнӑҫланӑ (ку енӗпе ҫӳп-ҫап тасатнă тата турттарса кăларна, шыв каймалли канавсем тунă).
Субботниксене хутшӑнакансене пурне те пысӑк тав тӑватпӑр, пӗрле эпир ял ырлӑхӗшӗн пысӑк ӗҫ турӑмӑр!
Ял халăхĕ çуркуннеренпе паянхи кунччен унта мĕнпур ĕçсене хутшăннисене пурне те чĕререн тав тăвать. Чылайашĕ вăхăт тупса — çамрăксем те, ваттисем те — темиçе хутчен субботника хутшăннă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: «ЕЛБУЛАК-МАТВЕЕВКА - МАЛАЛЛА!» ушкăнран.