Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
26 Августӑн 2021, 14:06

Пушкӑртстанра курьерсем нумайрах кирлĕ

Раҫҫейре, пӗтӗмӗшле илсен, курьерсем кирли, 2020 ҫулхи ҫуллапа танлаштарсан, 3,3 хут ӳснӗ, 25 пин сĕнÿрен те пысӑкрах.  

Пушкӑртстанра курьерсем нумайрах кирлĕ
Пушкӑртстанра курьерсем нумайрах кирлĕ

Пушкӑртра ҫулталӑк хушшинче курьерсемшӗн ваканси шучӗ 3,6 хут ӳснӗ, ҫу каҫиччен 400 сĕнÿрен те пысӑкрах пулнӑ, шутланӑ hh.ru эксперчĕсем. Регионти курьерсен вӑтам ӗҫ укҫи 48,3 пин тенкӗ шутланать.

Раҫҫейре, пӗтӗмӗшле илсен, курьерсем кирли, 2020 ҫулхи ҫуллапа танлаштарсан, 3,3 хут ӳснӗ, 25 пин сĕнÿрен те пысӑкрах.

Курьерсене час-часах «Турттарасси, логистика, склад, ВЭД" (26%), «Ваккăн суту-илӳ» (15%), «Бизнес пулӑшӑвӗ» (13%), «Гостиницӑсем, ресторансем, общепит, кейтеринг» (9%) тата «Халӑха пулӑшу ĕҫӗсем" (5%) отрасльсенчи компанисем тара тытнӑ.

Регионсем хушшинче курьерсемшӗн ваканси шучӗпе Мускав, Санкт-Петербург тата Мускав облаҫӗсем малта пыраççӗ. Ҫакӑн пек вакансисем сайра хутра Чукотка АО, Еврей АО, Ненец АО, Алтайра кирлĕ пулнă. Пушкӑртстан — 14-мĕш вырӑнта. Мускав облаҫӗнче курьерсене чи пысӑк ĕç укçи сĕннĕ — вӑтамран 67 пин тенкӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: rg.ru

Пушкӑртстанра курьерсем нумайрах кирлĕ
Пушкӑртстанра курьерсем нумайрах кирлĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: