Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
9 Сентябрӗн 2021, 14:15

Пушкăртстанра кашни райцентрпа ялсем хушшинче автобуссем çÿреме пуçлĕç-ши?

Пушкӑртра муниципалитетсен чиккисенче автобус рейсне ҫӗнӗрен йӗркелеме палӑртнӑ.  

Райцентрсемпе 500 ытла ҫынран иртекен ялсем хушшинче рейс автобусӗсем ярас шухӑша Радий Хабиров пĕлтерчӗ, Абзелил районӗнчен тӳрӗ линине кӗрекен ыйту ҫине хуравланă май.

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ ҫакӑн пек шухӑш тахҫанах пуҫланнӑ, анчах ӑна халех пурнӑҫлама пандеми чӑрмантарнӑ тесе йышӑннӑ.

"Кашни пуҫлӑх мана сӗнӳсемпе пуçарусем майĕпен хатӗрлет тата эпир çак ыйтура малалла шума пуҫларӑмӑр. Чи малтан пассажир транспортне шӑматкун е тунтикун яма пулать, ял ҫыннисем анализсем пама больницăна е пасара кайса килме пултарччӑр тесе. Анчах эпир ку ыйтӑва çав кĕвĕн хăвармастпăр, вĕçне çитеретпĕрех", — палӑртрӗ Радий Хабиров.

Ҫавӑн пекех вӑл республикӑри  500 ытла ҫын пурăнакан мӗнпур ялпа автобус рейсĕсем райцентрсемпе пӗрлешсен, уншӑн идеал пулать тесе хушса хучӗ.

"Хальлӗхе ку ҫук-ха. Пурте укҫаран килет", — терӗ вӑл.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Пушкăртстанра кашни райцентрпа ялсем хушшинче автобуссем çÿреме пуçлĕç-ши?
Пушкăртстанра кашни райцентрпа ялсем хушшинче автобуссем çÿреме пуçлĕç-ши?
Автор: Марина Иванова
Читайте нас