Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
14 Октябрӗн 2021, 08:46

Çулталăк тăршшĕпе руль умĕнче

Пишпÿлекри Юрий Петрович Андреев районти çул-йĕр управленийĕнче 10 çул тăрăшать.

Çулталăк тăршшĕпе руль умĕнче
Çулталăк тăршшĕпе руль умĕнче

Районти ҫул-йӗр управленийӗн ертÿçисем каланă тăрăх,  Юрий Петрович Андреев водитель хӑйӗн тивӗҫӗсене яланах лайӑх пурнӑҫлать. 9 уйӑхра вӑл 129039 т/км ĕç пурнăçланă, 9384 тонна çăк турттарнӑ.
— Эпӗ районти ҫул-йӗр управленийӗнче ӗҫлеме пуҫланӑранпа эрнерен вунӑ ҫул ҫитет, - тет Юрий Андреев. — Пӗтӗмӗшле водитель стажӗ хӗрӗх икӗ ҫул шутланать.  13 тонна çăк вырнаҫтармалăх КАМАЗ-5511 автомобильте ӗҫлетӗп. Вӑл вӑтӑр ҫула яхӑн пулсан та, КАМАЗ ӗҫре хăйне лайăх кăтартса парать. Хӗллехи тапхӑрта кашни талӑкра юр ирӗлчӗкӗ (автомобиль умӗнче кӗреҫепе ҫирӗплетнĕ) тасататпӑр, ҫулла вара яланах вак чулпа асфальт турттратпӑр.

Мӑшӑрӗпе Ольга Ивановнӑпа райцентрта хӗрӗх ҫул пурăнаççĕ, 1987 ҫулта пысӑк ҫурт туса кĕнĕ. Ултӑ мӑнук парнеленӗ виҫӗ хӗр ҫитӗнтернӗ. Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн район администрацийӗнчен, ҫавӑн пекех Башавтодорӑн тата Раҫҫейри водительсен профсоюзӗн Хисеп хучӗсем нумай.
Владимир СМОЛОВ.
Сонерчков: Карина ПАВЛОВА.

Çулталăк тăршшĕпе руль умĕнче
Çулталăк тăршшĕпе руль умĕнче
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: