Çутă çул
+24 °С
Дождь
Ĕç-хĕл
19 Октября 2021, 11:49

Ял çыннисене яланах пулăшма хатĕр

"Турӑран сварщик" — тет Хушăлкари Анатолий Иванович Петров ҫинчен ялйыш.  

Ял çыннисене яланах пулăшма хатĕрЯл çыннисене яланах пулăшма хатĕр
Ял çыннисене яланах пулăшма хатĕр

"Турӑран сварщик" — тет Хушăлкари Анатолий Иванович Петров ҫинчен ялйыш.

"Вутлӑ профессин" представителӗсен ӗҫӗ тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Ача чухнехи пекех электрод айӗнчен сирпӗнсе тухакан хӗлхемсене пӑхма хаман та туртать. Анчах сварка тунин тулашӗнче — ҫӑмӑл мар ӗҫ, ҫулталӑк тăршшĕпе уҫӑ вырӑнсенче ӗҫлени, ҫумӑрта та, сивӗре те, шӑрӑхра та. Ял çыннисен сӑмахĕсем тӑрӑх, Анатолий Иванович Петров — "Турӑран сварщик". Ку вара ҫын чунпа ӗҫленине пӗлтерет.

Анатолий Иванович Хушăлка ял Советӗнчи Петровкӑра çуралса ӳснӗ. Сакӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Октябрьскинчи техникумӗнче сварщика вӗренсе тухнă. 1977 ҫулта ӑна Совет Ҫарӗн ретне чӗннĕ. Ҫартан таврӑнсан Анатолий Иванович Хушăлка совхозӗнче хӑйӗн специальноҫӗпе ӗҫленӗ. 1995 ҫулта Пелепейри çар чаҫӗнче стрелокра ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтан ӑна ушкӑн начальникӗ пулма лартнӑ.

— Кӗҫӗн классенче пулас професси ҫинчен сочинени ҫырнӑччӗ, ун чухне эпӗ водитель пулатӑп тесе ҫыртӑм. Кӳршӗре Слава пичче пурӑнать, вӑл водительте ӗҫлетчĕ. Ача чухне ун патне яланах ҫӳреттĕм, пулӑшаттăмăр, машина юсатчӗ, ун ҫине пӑхса манӑн водитель пулас килетчӗ. Сварщик пулса тӑтӑм, мӗншӗн тесен пӗр класра вӗренекен Октябрьскине хӑйпе пӗрле вӗренме чӗнчӗ, ҫавӑншӑн ӳкӗнместӗп те, — каласа парать Анатолий Иванович.

Хӑйӗн профессийӗнче Анатолий Иванович кирек мĕнле сварка ӗҫне яланах тӗп-тӗрӗс тума вӗреннӗ. Ял ҫыннисем ыйтнипе вӑл пулӑшма васкать. Ял ҫыннисем ун ҫинчен лайӑх хуҫа, ырӑ кӑмӑллӑ кӳршӗ, тăрăшуллă сварщик тесе калаҫҫӗ, вăл юсанă-тунă япаласем хӑйсен хуҫисене нумай вӑхӑт хушши пулӑшса тӑраҫҫӗ.

— Кашни субботника ялта хутшӑнатӑп. Григорий Пантелеевичпа тата Николай Степановичпа пӗрле сăваплă ҫӑлкуҫӑн пуссине тӗпрен юсарăмăр. Кивӗ йывӑҫ ҫӑл вырӑнне тимӗр пусӑ турăмăр. Ытларах мана ял хуҫалӑх техникине юсама ыйтаççĕ, — каласа парать Анатолий Иванович.

Чӑнах та лайӑх сварщик çулсем иртсен кăна пулса тӑраҫҫӗ, профессионализм пысӑк опыт пухсан кӑна килет. Çакăн тӗслӗхӗ — Анатолий Петров.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Карина ПАВЛОВА.

 

Ял çыннисене яланах пулăшма хатĕр
Ял çыннисене яланах пулăшма хатĕр
Ял çыннисене яланах пулăшма хатĕр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас