Юра начар тасатнăран Уфа хулинчи Совет районне тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен служба начальникне ӗҫрен кӑларса янă. Кун ҫинчен ноябрӗн 23-мӗшӗнче тӗп хулан мэрийӗнче оперативлӑ канашлура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Греков пӗлтерчӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, канмалли кунсенче республикӑн тӗп хулинче вӑйлӑ юр ҫунӑ. Район администрацийӗсем юр тасатас енӗпе пысӑк ӗҫ тунă, анчах та чылайӑшӗ палӑртнӑ вӑхӑтра задачӑсене пурнӑҫлайман.
"Рихард Зорге, Карл Маркс тата Бульвар Ибрагимова урамӗсем мӗнлерех пулнине эпир куратпӑр. Юлашкинчен организацилле пĕтĕмлетÿсем тунӑ та Совет районӗнчи МБ начальникне ӗҫрен кӑларса янӑ. Канмалли кунсенче кирлӗ территори пӗтӗмпех йӗркене кӗрессе шанатӑп. Кун пекки урӑх пулмӗ", — тенӗ хула администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Греков.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.