2022 ҫулта подъездсене комплекслӑ юсамалли программӑна пурнӑҫлама республика бюджетӗнчен 500 млн тенкӗ яма палӑртнӑ, çакăн пирки Пушкӑртстан ЖКХ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алан Марзаев правительствӑра оперативлӑ канашлура пӗлтернӗ.
Вӗсенчен хушма бюджетран уйӑракан 300 млн тенкине декабрь вӗҫне муниципалитетсем хушшинче валеҫеҫҫӗ.
Паянхи куна 200 млн тенкӗ чухлӗ бюджет укҫи-тенкине çичĕ муниципалитет хушшинче валеҫнӗ ӗнтӗ. Вӗсем хушшинче Уфа, Стерлитамак, Агидель, Межгорье, ҫавӑн пекех Благовещенск, Иглин тата Хайбулла районӗсем.
Ҫак укҫапа тепӗр ҫулхине нумай хваттерлӗ 117 ҫуртсенчи 362 подъезда юсаҫҫӗ.
Регионти подъездсене комплекслӑ юсамалли программӑна пурнӑҫламалли тӗрӗслев срокӗ 2022 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗччен палӑртнӑ.
2022 ҫулта Пушкӑртра нумай хваттерлӗ 714 ҫурта 5,9 миллиард тенкӗ чухлӗ юсама палӑртнӑ, ҫав шутра 2 миллиард тенкӗлӗх 687 лифт улӑштарма палӑртнӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий Шахов.