Район территорийӗнче "Снегоход" профилактика операцийӗ иртет. Паян районти гостехнадзор инспекцийӗн учетĕнче ҫавнашкал 25 единица мотохатĕр-внедорожник шутланать.
— "Снегоход" профилактика операцийӗн тӗп тӗллевӗ транспорт хатӗрӗсене эксплуатациленӗ чухне йĕркене пăснине тупса палӑртасси тата асӑрхаттарасси пулса тӑрать, — тет Пишпӳлек районӗнчи Гостехнадзор инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Эдуард Григорьев. — Ку снегоходсем пурте уйрӑм ҫынсен аллинче. Вӗсене ытларах чухне сунарҫӑсем район территорийӗнче пурӑнакан тискер чӗрчунсене тытма сунара кайсан усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑнпа та рейдсем вӑхӑтӗнче хӗллехи мотохатĕрсемпе активлӑ усӑ курмалли вырӑнсенче районти сунар инспекторӗ Фанзиль Биктимиров та хутшӑнать. Эпир пӗтӗм ял тӑрӑхĕсенчи вӑрманти массивсене, халӑх пурӑнакан вырӑнсем хушшинчи ҫулсене тĕрĕслеме тӑрӑшатпӑр. Хальлӗхе ҫавнашкал техникӑн пилӗк единицине тӗрӗсленӗ. Ӗҫе кӗртмелли мотор хатӗрӗсене эксплуатацилемелли правилӑсене пӑснине палӑртман.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.