Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
20 Декабрӗн 2021, 16:17

"Ку чӑрсӑрлӑх-и?" Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ 11 район пуçлăхне ӑнлантарса пама ыйтнă

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

"Ку чӑрсӑрлӑх-и?" Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ 11 район пуçлăхне ӑнлантарса пама ыйтнă
"Ку чӑрсӑрлӑх-и?" Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ 11 район пуçлăхне ӑнлантарса пама ыйтнă

ПушкӑртстанПуҫлӑхӗ Радий Хабиров 11 районпа хула пуçлăхĕсенчен ӑнлантарса панине пухма хушнӑ, вӗсен шкулӗсем 2022—2026 ҫулсенче тĕпрен юсав федераци программине кӗмен. Тивӗҫлӗ задание вӑл хӑйӗн администрацийӗн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Урал Кильсенбаева декабрӗн 20-мӗшӗнче панă.

Пушкӑртстанри шкулсем капремонт енӗпе федераци программине Архангельски, Балтачă, Пелепей, Пишпÿлек, Буздяк, Зианчура, Киги, Меуз тата Чекмагуш районӗсем, ҫавӑн пекех Кумертау тата Октябрьски хулисем кӗмен.

– Ӑнлану пур-ха, мӗншӗн вӗсем [федераци программине] хутшӑнман? Ку вӑл чӑрсӑрлӑх-и е кирлӗ мар-и? Мӗн, Киги районӗнче шкул юсамалла мар-им? Мӗнре ĕç? Мӗншӗн эсир тӗкӗнмерӗр? Администраци мӗншӗн чӗнмен кунта? – вырӑнти правительствӑра оперативлӑ канашлу вӑхӑтӗнче Хабиров чиновниксенчен ыйтнă.

Пушкӑртстан вӗренӳ министрӗ Айбулат Хажин шкулсен капремонт программине лекмен муниципалитетсем тепӗр хут тума пултарнине палӑртрӗ – вӗренӳ учрежденийӗсем списока кĕрсен, вӗсенче 2024 ҫултан кӑна йӗркене кӗртме тытӑнаҫҫӗ.

Хальлӗхе Пушкӑртстанран 2022—2026 ҫулсенче федераци программине 365 шкул кĕнĕ. 2022—2023 ҫулсенче 103 объекта юсаса ҫӗнетмелле – ӗҫсен смета хакӗ 4 миллиард тенкӗ ытла.

 www.ufa.kp.ru  

"Ку чӑрсӑрлӑх-и?" Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ 11 район пуçлăхне ӑнлантарса пама ыйтнă
"Ку чӑрсӑрлӑх-и?" Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ 11 район пуçлăхне ӑнлантарса пама ыйтнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: