Пăслăк ял Совечӗ ППМИне виҫҫӗмӗш хут хутшӑнать ӗнтӗ.
Пăслăкпа Мусин ялĕсенче пурӑнакансем масарсен хÿмисене ылмаштармалли шухăша ырланă, халӑхпа пуху ирттернĕ.
Масара тӗпрен юсаса ҫӗнетес ӗҫе нумай ҫул хушшинче укҫа-тенкӗ ҫитменнипе пурнӑҫлайман. Ҫынсем укҫа-тенкӗпе тата шухăш-кăмăл тĕлĕшĕпе пулӑшма хатӗр, анчах та хӑйсен вӑйӗпе вӗсем масара тытса çаврăннă хÿмене тума пултараймаҫҫӗ. Асӑннӑ проектӑн пуҫаруллӑ ушкӑнӗнче Владимир священник та, вӑл масара хÿме кирлӗ тесе шутлать.
Пуҫаруллӑ ушкӑн халӑхпа хастарлӑн ӗҫлет, анкета ирттерет.
— Мусин ҫыннисем масара тирпей-илем кӗртме май пулнӑшӑн хавас. Ҫак ыйту ҫине пурте яваплӑн пӑхаҫҫӗ, эпир вăйпа та, укçа-тенкĕпе те пулӑшма хатӗр, - каласа парать Мусин ялĕн старости Гульфания Хабибрахманова.
Масар территорине пахалӑхлӑ хÿме туни ял совечӗн пӗр ыйтӑвне татса пама пулăшĕ. Вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программа (ППМИ) — ял проблемисене тупса палӑртма тата татса пама тӗллев лартнӑ чӑн ӗҫ программисенчен пӗри. Ҫак тӗллевсем валли республика бюджетӗнчен субсидисем уйӑраҫҫӗ. Софинансирование виҫӗ ҫӑлкуҫран - халӑх енчен, юридика сӑпатсем (спонсорсем) тата вырӑнти ял совечĕн бюджетĕнчен - тивӗҫтерме пултарать.
Карина ПАВЛОВА.