

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин федерацин Инҫет Хӗвелтухӑҫ округӗнчи авиавĕçевсене уйрӑм субсидилемелли ыйтӑва пӑхса тухма килӗшнӗ. Кун пирки патшалӑх пуҫлӑхӗ тунтикун, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Камчатка крайĕн губернаторӗпе Владимир Солодовпа тӗл пулсан пӗлтернӗ.
Солодов палӑртнӑ тӑрӑх, лаптак хаксемпе лару-тӑрӑва центральнӑй Раççее турттармалли авиаçулçÿрев хакне хускатма май килнӗ, анчах та "регион территорийӗнче" ыйту ҫивӗч тӑрса юлать. Камчатка крайӗн пуҫлӑхӗ регион ҫакӑн пек нагрузкӑна ҫӗнтерме пултарайманни ҫинчен пӗлтернӗ.
"Паллах, эпир крайри бюджетран расхутсен иккĕ виççĕмĕш пайне яхӑн субсидилетпӗр. Анчах пурпӗрех билет хакĕ 20 пин тенкӗ ытла пулса тухать. Эпӗ, Владимир Владимирович, федераци бюджетĕнчен ҫакӑн пек альтернативсăр маршрутсене субсидилеме майсем патне таврӑнма ыйтӑттӑм", — тенӗ Солодов.
Путин транспортпа усӑ курма май пурри Камчатка тӑрӑхӗнчи чи йывӑр ыйтусенчен пӗри тесе палӑртнӑ.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС.