Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
4 Нарӑсӑн 2022, 14:10

Чиновник пахчаçимĕç пуçтаракан пулса ĕçленĕ

Уфара "Чиновник профессие улӑштарать" акцин черетлӗ тапхӑрӗ иртнĕ.  

Чиновник пахчаçимĕç пуçтаракан пулса ĕçленĕ
Чиновник пахчаçимĕç пуçтаракан пулса ĕçленĕ

Уфара "Чиновник профессие улӑштарать" акцин черетлӗ тапхӑрӗ иртнĕ.

Акцие 2013 ҫултан пуҫласа ПР ҫемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх министерстви йӗркелет. Çемье тата ӗҫ министрӗ Ленара Иванова палӑртнӑ тӑрӑх, акцире ӗҫ специальноҫӗсене малти вырăна хураççĕ, вӗсем паян ӗҫ рынокӗнче кирлӗ. Ҫапла майпа ҫамрӑксене ҫак профессисене явӑҫтарма пултарасса Иванова шанать.

Регион правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, акцин пӗрремӗш тапхӑрӗнче чиновниксем хӑйсем ҫине ҫакӑн пек професси виҫнӗ: штукатур, фрезеровщик, пекарь, дояр, кайран врач, инженер, каменщик, билет кассирĕ пулнӑ. Пӗр кунлӑха Патшалăх тариф комитечĕн ертӳҫи пахчаҫимӗҫ пуçтаракан пулса тӑнă.

Интереслӗ, Светлана Бурдюк "Алексеевский" совхоз теплицинче хӑяр пухнă. Бурдюк сад ӗрчетме юратакан ҫын иккен, ҫавӑнпа та ку ӗҫ унӑн кӑмӑлне кайнӑ.

Палӑртса хӑварар: паянхи кун Пушкӑртстанри ӗҫ рынокӗнче ӗҫ специальноҫӗсем ҫитменни самаях сисӗнмелле. Сӑмахран, "Раҫҫейри ĕҫ" цифра порталӗнче Пушкăртстанра тӑратнӑ вакансисен 70 проценчӗ — ӗҫ специальноҫӗсем.

«МГ» информацийĕпе.  

Чиновник пахчаçимĕç пуçтаракан пулса ĕçленĕ
Чиновник пахчаçимĕç пуçтаракан пулса ĕçленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: