«Ӗнер Çирĕклĕ, Каминке ял совет территорийӗсем тӑрӑх иртрĕм, Сухоречка ял советне тӳррӗн кайрӑм. Манӑн рейтингри лидер Каминкене каймалли ҫул пулчӗ. Эпĕ Хомутовкӑна каякан ҫула хытă хупласа лартнӑ тесе шутланăччĕ, анчах Каминке çулне тата та нумайрах тултарнă иккен, — çырать район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов. — Каминке урлă Абдулина каякансене калас тетĕп —пирӗн чикӗ ҫитиччен çула тасатнӑ! Малалла — ҫук. Ку Оренбург облаҫӗн яваплӑх тытакан территорийӗ. Ҫавӑнпа та ҫак факта шута илсе ҫул ҫӳрессине палӑртса хурӑр! Яланах хӑвӑрпа пӗрле кӗреҫепе буксировка тросне тытӑр. Ҫил кӑшт ҫеҫ вӗрсенех çула пичетлесе хурать. Унта мобильлӗ ҫыхӑну ҫуккине шута илсен, йывӑрлӑхсем тата хурлӑхлӑ япаласем пулма пултараҫҫӗ».
Артур Мухлисович Оренбург облаҫӗн чиккинчен пуҫласа Сухоречка ял совечӗн Исякай ялне ҫити, аякри ялсем тӑрӑх кайса çулсене пăхнă. Ял поселенийӗсен пуҫлӑхӗсене уйрӑм тав тăвать. Çулсем пур ҫӗрте те пур. Вӗсене паян чӑнах та укҫа-тенкӗ ҫитменнипе тата юр тасатакан техника ҫук условисенче йывӑр. ГСМ туянма укҫа-тенкӗпе пулăшма сăмах парать район администраци пуçлăхĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: социаллă сетьрен.