Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
11 Нарӑсӑн 2022, 12:31

Наци эрешĕллĕ кресло — хăйĕн аллипе

Пишпÿлекри Сергей Ивановăн черетлĕ творчество проекчĕ пурнăçланнă.  

Наци эрешĕллĕ кресло — хăйĕн аллипе
Наци эрешĕллĕ кресло — хăйĕн аллипе

Пишпÿлекри Сергей Ивановăн черетлĕ творчество проекчĕ пурнăçланнă.

— Хальхинче эпӗ столяр инструменчĕсене алла илтӗм. Хут ҫинчи пысăках мар ÿкерчĕксем куçпа курмалли тата алăпа тытмалли япала пулса тӑчĕç. "Тӳсӗмлӗх тата тăрăшулăх пурне те тӳссе ирттерӗҫ" тенӗ-çке. Композицин никӗсĕнче халӑх орнаменчӗ тата тĕсĕ хывнӑ. Орнамент халӑхӑн йӑлари лару-тӑрӑвӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать, пирӗн асаттесем тавралӑх ҫине мӗнле пӑхнине, вӗсем илемлӗх ҫинчен мĕнле шухӑшлани палӑрать. Паян, асаттесен илемлӗхӗн еткерҫисем пулнӑ май, пулас ӑрусене халӑх эрешӗсене ăша хывтаратпăр. Манӑн ачасем питӗ хӗпӗртерӗҫ. Çавӑн пеккине тепӗр хут тума пултаратăп-ши? Пултаратăп, тесе шутлатӑп...— çырать алă ăсти сăнÿкерчĕксене халăх умне тăратнă май.

Галина ВАРИКОВА.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Сергей Иванов.

Наци эрешĕллĕ кресло — хăйĕн аллипе
Наци эрешĕллĕ кресло — хăйĕн аллипе
Наци эрешĕллĕ кресло — хăйĕн аллипе
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: