Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
1 Мартӑн 2022, 14:30

Кунта пурне те ырă кăмалпа кĕтсе илеççĕ

Нумай функциллӗ центр (МФЦ) район уйрӑмӗнче граждансем кӗске вӑхӑтра илнӗ патшалӑх пулӑшӑвӗсен шучӗ те, пахалӑхӗ те ҫулсерен ӳсет.  

Кунта пурне те ырă кăмалпа кĕтсе илеççĕ
Кунта пурне те ырă кăмалпа кĕтсе илеççĕ

Нумай функциллӗ центр (МФЦ) район уйрӑмӗнче граждансем кӗске вӑхӑтра илнӗ патшалӑх пулӑшӑвӗсен шучӗ те, пахалӑхӗ те ҫулсерен ӳсет.

Пишпÿлекри МФЦ РГАУ патшалӑх пулăшăвĕсене граждансене кӑтартас енӗпе ĕç-хĕл пирки пай заведующийӗ Алексей Васильевич Макаров каласа парать.

— Пишпӳлек районӗнче декабрӗн 15-мӗшӗнче официаллӑ майпа "Мои Документы" патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсен центрӗ уҫӑлчӗ, — тет Алексей Макаров. — 2019 ҫулта ҫурта тӗп юсав ирттернӗ. Халӗ те пирӗн офис Пӗтӗм Раҫҫейри пӗр шайпа стиль требованийӗсемпе килӗшсе тӑрать.

Малтанлӑха килнисен шучӗ сахал пулнă пулсан, паян вара вӗсем ҫӗршер тата пиншер заявитель шутланать. Пулӑшу ӗҫӗсен шучӗ ҫирӗп ӳсет. Эпир малтан 182 тĕрлĕ пулӑшу параттӑмӑр, халӗ вара 314 тĕрлĕ пулӑшу. Паян пирӗн уйрӑмра пулӑшу ӗҫӗсен универсаллӑ пилӗк чӳречинче 14 сотрудник ӗҫлет.

«Ваш контроль» (vashkontrol.ru) сайт кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, граждансем МФЦра ĕçлекенсен ĕç пахалăхне "4" тата "5" паллăсемпе хаклаҫҫӗ. Ку 99,8 процентпа танлашать!

Ӗҫ результачӗсем тӑрӑх 2021 ҫулта операци залӗн тӗп специалисчӗ Марина Петровна Кузьмина, юлашки тӗрӗслев секторӗн тӗп специалисчӗ Лира Рафисовна Нигаматьянова тата тӗрӗслев секторӗн ертсе пыракан специалисчӗ Елена Викторовна Панькова муниципаллӑ район Администрацийӗн Хисеп грамотисем илме тивĕç пулчĕç.

Пирӗн офисра хастар та ҫирӗп тӗллевлӗ хӗрсем ӗҫлеççĕ, вĕсем районти общество ӗҫне те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн — Мартăн 8-мӗшӗнче мӗнпур хӗрарӑма, амӑшне, арӑмӗсене, йӑмӑкӗсемпе кукамӑшне, ҫавӑн пекех пирӗн коллектива ҫурхи илемлӗ уявпа саламлатӑп, ҫирӗп сывлӑх, хӗрарӑм телейӗ тата ӑшă кулăпа сывлӑх сунатӑп.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Кунта пурне те ырă кăмалпа кĕтсе илеççĕ
Кунта пурне те ырă кăмалпа кĕтсе илеççĕ
Кунта пурне те ырă кăмалпа кĕтсе илеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: