Ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Семенов каласа пачĕ.
Ял поселенине халăх пурӑнакан 12 вырӑн, унта 3394 харпӑр хӑй кил хуçалăхĕ кӗреҫҫӗ. 2022 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 8306 ҫын шутланать. Ӗҫлеме пултаракан ÿсĕмри халӑх — 4270 ҫын, пенсионер — 2318, шкул ачисем — 1054, шкул çулне çитмен ÿсĕмри 664 ача.
Ҫĕнсе илнĕ результатсем — Радик Гиззатуллин заместитель, Марина Хабирова ӗҫсен управляющийӗ, Екатерина Колпакова пӗрремӗш категорири специалист, Светлана Князева пӗрремӗш категорири специалист, Ирина Суркова пӗрремӗш категорири ҫӗр йӗркелекен, Татьяна Назарова пӗрремӗш категорири инженер, Олег Сергеев водитель, техника персоналĕ Марина Захарова куллен пурнăçлакан пӗрлехи ӗҫӗн ҫимӗҫӗ.
Ял советенче пĕрмай тирпей-илем ĕçĕсем пыраççĕ. Тротуар хывса çуран ҫӳремелли икӗ кӗпер — Мунча тӑкӑрлӑкĕнчи кӗпер, иртсе ҫӳремелли пайсемпе тата ҫутаткӑҫсем лартса тунă. Кӗперпе тӑкӑрлӑк хӗррипе шыв пӑрӑхӗн сеткине пӗтӗмпех улӑштарчӗҫ. Унта тата субботниксем ирттермелле, вӗрене хунавӗсене тасатмалла тата ватӑ йывӑҫсене касмалла. Ял совечӗ патӗнчи кӗпере, Центральная тата Трудовая урамӗсене пӗрлештерсе тӑраканскере, тирпей-илем кӗртнине халӑх питӗ хакларӗ. Кунта та ҫӗнӗ тротуар хыврӗҫ, хушма ҫутаткӑҫсем лартрӗҫ. Ҫӗнтерӳ паркне тирпей-илем кӗртесси пысӑк проект пулса тӑчӗ. Ватӑ хурӑнсене пуҫтарчӗҫ. Хӳмесене периметр тӑрӑх демонтацилерӗҫ. Брусчаткӑран тунӑ сукмаксене пӗтӗм вӑрӑмӑшӗпех майлаштарса хучӗҫ, хунарсем, тенкелсем, урнӑсем лартрӗҫ, Парка илем кӳрекен ҫӑлтӑр тата экран пулса тӑчӗ. Беседка тата арт-объект вырнаҫтарса лартрӗҫ. Парк ҫывӑхӗнчи территорисене асфальт сарчӗҫ. Тирпей-илем кӗртес ӗҫре районти организацисемпе учрежденисен ӗҫченӗсем хастар пулӑшрӗҫ. Уншӑн вӗсене питӗ пысӑк тав!
Йăлпăлак ҫыннисем Лаççырма ялӗнче вырнаҫнӑ шыв каптажне хӑйсен вӑйӗпе пӗтӗмпех юсанӑ.
"Пӗрремӗш ҫутӑ" компанин гаранти обязательствисем шайӗнче 170 ҫутӑ ҫутаткӑҫ улăштартăмăр. Ситекпуçенче — 24 ҫутаткӑҫ, Йăлпăлакра — 22 ҫутаткӑҫ, ытти 124 ҫутаткӑҫ Пишпÿлекре. 2021 ҫулта бюджет укҫи-тенкинчен 14 ҫутаткӑҫ тата 15 лампа 70 пин тенкӗлӗх туяннӑ. Спонсорсен шучӗпе Калиновкӑри виҫӗ ҫутаткӑҫа та хушса лартрӗҫ. Эпир суйлав иртме пултартӑмӑр та кӑҫал ҫак лампӑсене пӗтӗмӗшле 2 миллион та 600 пин тенкӗлӗх пӗтӗм ӗҫе кӑҫалхи август уйӑхӗччен туса пӗтерӗпӗр.
Пирӗн районта Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Фаритович Хабиров пулчӗ. Визит вӑхӑтӗнче Ситекпуçĕнчи культура çуртӗнче ялта пурӑнакан халӑхпа тӗл пулчĕ, çапла вара Ситекпуç — Ивановка ҫулне юсас тата асфальтлас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ хушрĕ.
Кӑҫал Пишпÿлек пӗвине хӑтлӑлатмалла, тӗллевсене пурнӑҫлама пире "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" программăпа 9 миллион та 500 пин тенкӗ уйӑрчӗҫ. Минцифра программипе кӑҫал Йăлпăлакра карас ҫыхӑнӑвӗн вышкине йӗркелесси савӑнтарать. ППМИ-2022 программа тӑрӑх ҫак ялтах паркпа обелиска юсасса шанатпӑр. Алексеевкӑра тата Пишпÿлекри Ҫамрӑксен скверӗнче ача-пӑча площадкисем тӑвӑпӑр.
Хамӑр тӑрӑхри хастар чунлӑ мӗнпур ҫынна тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн, пӗрлехи проблемӑсене пӗрле конструкцилле татса панăшăн тав тăватăп тата эпир пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫе малалла тӑсассине тата пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвассине шанатӑп.
Карина ПАВЛОВА калаçнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.