Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
16 Майӑн 2022, 20:12

Коммуналлӑ техника туянма 1,5 миллиард тенке яхӑн уйӑрнӑ

2022 ҫулта хуласемпе районсем валли коммуналлӑ техника туянма республика бюджетӗнчен 1,432 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.

Коммуналлӑ техника туянма 1,5 миллиард тенке яхӑн  уйӑрнӑ
Коммуналлӑ техника туянма 1,5 миллиард тенке яхӑн уйӑрнӑ

2022 ҫулта хуласемпе районсем валли коммуналлӑ техника туянма республика бюджетӗнчен 1,432 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав укҫана муниципалитетсем хушшинче пурнӑҫлакан ӗҫсен лаптӑкӗсемпе калӑпӑшӗсене кура валеҫнӗ.
Хӑйсен ыйтӑвӗсемпе лимичӗсенчен уйӑрнӑ укҫа-тенкӗ шутне шута илсе муниципалитетсем 239 техника единицине туянма палӑртаҫҫӗ. Ҫапла вара техникӑна эксплуатацилени тата юсани кӑткӑслатмалла мар. Апрелӗн 10-мӗшӗнчен Пушкӑртстана утмăл техника единици Белоруссинчен ҫитнӗ. Ыттисене палӑртнӑ ҫул карттипе килӗшӳллӗн лартӗҫ.
Ҫак рет ҫумне муниципалитет пӗрлӗхӗсен хушавне вырӑнти бюджетсен укҫи-тенки шучӗпе те техникӑна туянаҫҫӗ. Ҫавна пула республикӑри коммуналлӑ техникӑн паркӗ 44% ӳснӗ, ҫакӑ тирпей-илем кӗртес енӗпе пурнӑҫлакан ӗҫсен пахалӑхне ӳстернӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Уфа администрацийӗн сайтĕнчен.

Коммуналлӑ техника туянма 1,5 миллиард тенке яхӑн  уйӑрнӑ
Коммуналлӑ техника туянма 1,5 миллиард тенке яхӑн уйӑрнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: