Пăслăкри Алексей Егоровӑн механизатор стажӗ 35 ҫулпа танлашать.
Нумаях пулмасть "Дема" ОООра çураки вӑхӑтӗнче Алексей Николаевичран хӑй мӗншӗн механизатор профессине суйласа илни ҫинчен ыйтсан, унӑн хуравĕ кӗтмен ҫӗртен ансат та лирикӑллӑ пулчӗ: "Мӗн ачаранпах уй-хир анлӑшӗ, ӗҫлекен трактор кӗрленин сасси килӗшет". Ҫакӑ вара ҫак ҫынна-ӗҫчене хисепленин туйăмне палăртать.
— Часах эпӗ ҫур ӗмӗр тултаратӑп, вӗсенчен 35 ҫул тӗрлӗ маркӑллӑ тракторсемпе комбайнсен рычагӗсемпе рулĕ умĕнче вăй хутăм, — тет Алексей Егоров. — 1987 ҫулта Троицк ПТУне пӗтернӗ, унта анлă профильлӗ тракторист-машиниста вӗреннӗ. Ӳркенмерӗм: унтан электросварщика вӗренсе, тата тепӗр "корочка" илтĕм. Аитсен ирӗклӗ ҫӗрӗсенче ҫак сезонра хăватлă Т-150 ҫӗнӗ тракторпа ӗҫлетӗп. Лайӑх та вӑйлӑ техника. 100 ытла гектар сӗлӗ акмалли тӑпрана КПМ-8 "евро" кӑкармалли культиваторпа хатӗрлерĕм.
"Дема" ОООра паян тӗрлӗ трактор ҫинче Пăслăкран килнӗ тӑватӑ механизатор хастар ӗҫлеҫҫӗ. Ку чи опытлӑ тракторист Геннадий Иванов, ҫавӑн пекех тӑрӑшуллӑ механизаторсем Владимир Алексеев, Артур Иванов тата Алексей Егоров.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.