Хресчен (фермер) хуҫалӑх ертӳҫи Александр Милютин Денис Тихоновăн ӗҫӗпе кӑмӑллӑ.
— Иккӗмӗш ҫул ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене тата хуҫалӑхри тӗрлӗ объектсенчи ĕçсене лайӑх йӗкӗт хутшӑнать, калас пулать, Денис Тихонов ăста механизатор пекех, — тет Александр Николаевич. — Вӑл хальлӗхе Белебейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлек филиалӗнче вӗренет. Унăн ӗҫченлӗхӗ, техникăна лайӑх та ҫирӗп пӗлни тӗлӗнтерет. Кашни хуҫалӑхрах ҫавӑн пек ачасем ытларах пулсан, ҫӗршыври ялхуҫалӑхӗ темиҫе ҫул хушшинче куҫ умӗнчех улшӑнмалла. Ҫавӑнпа Дениса наставниксӗр МТЗ-82.1 кустӑрмаллă трактор шанса панӑ. Вӑл унпа хуҫалӑхра кирлӗ ӗҫсем тăвать.
— Эпӗ Калинин ял советӗнчи Петровкӑран, — тет Денис Тихонов. — Тихоновсен механизатор династийӗнчен: манӑн асаттепе атте совет вӑхӑтӗнчех "Коммуна" колхозра малта пыракан тракторист тата комбайнер пулнӑ. Эпӗ 18 ҫулта. Эпӗ Белебей колледжӗн филиалӗн вӗренекенĕ пулатӑп. Виҫҫӗмӗш курсра тракториста, техник-механика вӗренетӗп. Пăслăкра ака-суха тата тырпул пухса кӗртнӗ вӑхӑтра татти-сыпписӗр практика иртетĕп, анчах туллин ӗҫлесе те илетӗп. Мана вырӑнти механизаторсем пӗлтӗртенпех хамӑрӑнни тесе шутлаҫҫӗ. Ҫак пысӑк шанӑҫа тӳрре кӑларма тӑрӑшатӑп. Вӗренсе пӗтеретӗп те тепӗр ҫултан ҫара каятӑп. Кайран вара, пирӗн асаттесем тунӑ пек, пӗчӗк тӑван ҫӗршыв хирӗсенче ӗҫлӗп.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.