Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
16 Июнӗн 2022, 16:09

Петербургри экономика форумĕнче Пушкӑрт çул-йӗрӗн пуласлӑхне сӳтсе явнă

Çакăн пирки Пушкӑрт ертӳҫин пресс-служби пĕлтернĕ.

Петербургри экономика форумĕнче Пушкӑрт çул-йӗрӗн пуласлӑхне сӳтсе явнă
Петербургри экономика форумĕнче Пушкӑрт çул-йӗрӗн пуласлӑхне сӳтсе явнă

Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Росавтодор" председателӗпе Вячеслав Петушенкопа калаçăвĕ Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче М-12 Мускав — Екатеринбург территорийӗнче хӑвӑрт ҫӳрекен автомобиль ҫулӗн проекчӗ пулса тӑнӑ, пӗлтернӗ Пушкӑрт ертӳҫин пресс-служби.

М-12 Мускав–Хусан хăвăрт çÿремелли магистраль, РФ Президенчĕ Владимир Путин хушнипе, Екатеринбурга ҫитиех тӑсӑлнӑ. Проекта хальхи федерацин ҫул–йӗр сетьне юсаса ҫӗнетес тата Пушкӑрт тӑрӑхӗпе иртекен 275 ҫухрӑм тӑршшӗ Дюртюли—Ачит ҫӗнӗ участокне тӑвас ӗҫ кӗрет.

Радий Хабиров республика йĕркелÿ ӗҫне графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ магистраль валли Дюртюли, Бурай тата Татăшлă районӗсенче ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрнӑ, ҫавӑн пекех трасса маршручӗ ҫывӑхӗнче стройматериалсем тупмалли карьерсем палӑртнӑ. Ҫӗнӗ трасса участокӗ региона аталантармалли вӑрах вӑхӑтлӑх мультипликаци эффекчӗсене: транспорт тата туризм усӑ курмалли майсене, ҫул хӗрринчи сервиса аталантарассине, ӗҫ вырӑнӗсене йӗркелессине тивӗҫтерӗ.

Ҫавӑн пекех "Автодор" патшалӑх компанийӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Петушенко Екатеринбургран хура тинӗс хӗррине ҫити тӑсӑлакан транспорт проекчӗ ҫинчен те каласа панă. Пушкӑртстан территорийӗнче ҫакӑ ҫулсен хӑвӑртлӑх тытӑмне йӗркелеме, транзит вӑй-хӑватне ӳстерме тата хӑтлӑх тата куҫса ҫӳрес хӑрушсӑрлӑх валли требованисене тивӗҫтерме май парать.

https://resbash.ru/news

 

Петербургри экономика форумĕнче Пушкӑрт çул-йӗрӗн пуласлӑхне сӳтсе явнă
Петербургри экономика форумĕнче Пушкӑрт çул-йӗрӗн пуласлӑхне сӳтсе явнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: