Земфира Магсумовна Федорова Пишпÿлек Райповӗн «Радуга» лавккинче 2018 ҫултанпа ӗҫлет. 1992 ҫулта Кармаскалăри 143-мĕш СПТУ пӗтернӗ.
Земфира Демски ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Икӗ ача: Ильмир ывӑлӗ Уфа хулинче УМПО мастерта ӗҫлет, Лейсан хӗрӗ Мускав облаçĕнчи Нагинскра магазин заведующийӗ пулса тăрăшать.
Ҫак кӑмӑллӑ, ырă чунлă сутуҫӑна тавар илекенсенчен нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Земфира тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать. "Земфира яланах сӑпайлӑ, тимлӗ, — тет тавар туянакан хӗрарӑмсенчен пӗри. — Эпӗ кунта кашни кун тенĕ пек апат-ҫимӗҫ илме кӗретӗп, мана вăл ĕçлени питӗ килӗшет". Земфира хӑй вара кашни клиент туяннипе кӑмӑллӑ пултӑр тесе яланах тӑрӑшать.
— Чи кирли вӑл – ҫын тӳрккеслӗхне е ытлашши тиркешнине лӑпкӑн йышăнасси, тавлашма пуçламалла мар. Кун пек чухне эпӗ калаҫса пӗр-пӗрне ӑнлантарма тӑрӑшатӑп, — йӑл кулса каласа парать Земфира.
Хӑйшӗн ӗҫре чи кӑткӑсси мĕн пулни ҫинчен ыйтсан, вӑл тӳрех каларӗ: "Йӑнӑшасран, туянакана ӑнсӑртран улталасран хӑратăп". Ҫак сӑмахсем вара ҫак сутуҫӑн йӗркелӗхӗпе тӳрӗ кӑмӑлӗ ҫинчен хӑйсемех калаҫаҫҫӗ. Лавккара тирпейлӗ, культурӑллӑ сутуҫӑ, тавар илекенсене кӑмӑллӑн кӗтсе илекенскер, тимлӗн итлет тата ăнлантарать, кирлĕ тавар туянма пулӑшать. Ҫавӑн пек суту-илӳ ӗҫченӗсем пулсан пирӗнтен кашниех ырӑ пулать. Ку ҫын хӑй вырӑнӗнче тесе шантарсах калама пулать. Земфира Магсумовнана тата суту-илӳ ӗҫченӗсене пурне те професси уявӗпе саламлас, ҫитӗнӳсем сунас килет!
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Земфира Федорован çемье архивĕнчен.