Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
27 Июлӗн 2022, 13:16

Пушкӑртра ҫул-йӗр строительстви валли материалсем туса кӑларĕç

Кун пирки ПР правительствин пресс-служби пӗлтерет.

Пушкӑртра ҫул-йӗр строительстви валли материалсем туса кӑларĕç
Пушкӑртра ҫул-йӗр строительстви валли материалсем туса кӑларĕç

Пушкӑртстанри Иглин районӗнче çул-йӗр строительстви валли материалсем туса кӑларассине йӗркелеме палӑртнӑ. Инвестор проекта 1,4 миллиард тенкӗ хывать. Кун пирки ПР правительствин пресс-служби пӗлтерет.

Ҫак объекта туни район экономикишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ, 67 ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, налук тӳлевӗсем ӳсӗҫ. Ҫав продукци хушшинче асфальтбетон тата вак чулпа хӑйӑр хутӑшӗсем, битум, куб евӗрлӗ вак чул кӑларма палӑртнӑ.

Проекта республикӑри приоритетлӑ инвестпроектсен переченьне кӗртнӗ. Инвестора организацисен пурлӑхне тата ҫӗр лаптӑкне суту-илӳ ирттермесӗрех арендӑна парӗҫ.

Проекта пурнӑҫламалли срок — 2022-2024 ҫулсем.  

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Пушкӑртра ҫул-йӗр строительстви валли материалсем туса кӑларĕç
Пушкӑртра ҫул-йӗр строительстви валли материалсем туса кӑларĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: