Çутă çул
+29 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
3 Августӑн 2022, 14:42

Пыл Энтри ĕçĕ шанчăклă алăра

Ермолкинти пиллӗкмӗш ӑрури хурт-хăмăрçăн Георгий Туймуковӑн пылӗ çынсене питĕ килĕшет.  

Пыл Энтри ĕçĕ шанчăклă алăра
Пыл Энтри ĕçĕ шанчăклă алăра

Ермолкинти Туймуковсен хурт-хӑмӑр йӑхӗнчи ӑстасене нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ.

— Пирӗн таврари чи паллӑ хурт-хӑмӑр ӑсти пирĕн мăн асатте Андрей Туймуков пулнӑ, ӑна ял ҫыннисем хисеплесе Пыл Энтри тесе чӗннӗ, — тет Георгий Константинович. — Унӑн ҫичӗ хӗр тата Кузьма ывӑлӗ пулнӑ, вӗсем пурте утарта пӗр ҫын пек ĕçлесе ӳснӗ, ашшӗне пулӑшнӑ. Унтан пурте хурт-хӑмӑр ӗрчетекен пулса тӑнă. Кузьма Андреевич иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче пирӗн район тата Калинин ячӗллӗ колхоз чысне Мускаври халӑх хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗсен пӗтӗм Союзри выставкинче хÿтĕленĕ, чи лайӑх хурт-хӑмӑр ӑсти пулса, республикӑри делегаци йышӗнче унта икӗ хутчен пулнӑ. Унӑн ывӑлӗ, пирӗн атте Константин Кузьмич, Мускаври Тимирязев Академинчен вӗренсе тухнӑ, хурт-хӑмӑр ӗрчетме вӗреннӗ, вӑл та районпа республикӑри чи лайӑх хурт-хăмăр ĕçĕн ăстисен шутне нумай ҫул кӗнӗ. Вӑл колхозри общество утарӗн заведующийӗ, республикӑри пчеловодсен ӑмӑртӑвӗн призерӗ пулса тӑнӑ.

Константин Кузьмичпа Лидия Андреевна Туймуковсен тӑватӑ ача: икӗ ывӑл тата икӗ хӗр. Вӗсем пурте пыл хурчӗсем ĕрчетме пĕлеççĕ. Паян Ермолкинта аслӑ хӗрӗ Валентина, ывӑлӗсем Георгий тата Владимир пурӑнаҫҫӗ. Пурин те хӑйсен утарӗсем пур.

— Атте пире ачаранпах хурт-хӑмӑр ӗрчетме хӑнӑхтарчӗ, — малалла калать Георгий Туймуков. — Пыл хурчӗсем ҫуначӗсене кантармасӑр ӗҫлеҫҫӗ, эпир алӑсене кантармасӑр ӗҫлетпӗр. Эпир кăçал юлашки хут пыл уçларăмăр. Сезона ӑнӑҫлӑ вӗҫлетпӗр. Ҫулсеренех Мускавран ятарласа Надежда аппа пыл уçланă çĕре килсе çитет, вӑл пире столицӑра продукцие сутма та ӑнӑҫлӑ пулӑшать. Пылӗ, паллах, ҫуркуннепе ҫулла юнтармӑш пулнӑ пулин те, ҫителӗклӗ. Халӗ Володя шӑллӑмпа пӗтӗм пыл хурчӗсене ревизи тӑватпӑр. Пыл хурчӗсем хӑйсене валли хӗллехи вӑрӑм тапхӑра апат запасӗ хатӗрлеҫҫӗ.

Туймуковсен утарӗнчи пыл çынсем хушшинче хисеппе усӑ курать. Нумай пулмасть пысӑк фурӑпа пыла Мускава ăсатнă.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

 

Пыл Энтри ĕçĕ шанчăклă алăра
Пыл Энтри ĕçĕ шанчăклă алăра
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: