Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
16 Августӑн 2022, 19:33

Хурӑн хуппинчен сăмала тунă

Ситекри хастарсем авалхи рецепта сăмала пĕçернĕ.

Хурӑн хуппинчен сăмала тунă
Хурӑн хуппинчен сăмала тунă

Ӗлӗк пирӗн асаннесем хурӑн хуппинчен чӑмлакалан сăмала тунă, эпир те ăна тутанса пӑхма шутларӑмӑр. Мӗн шутлатӑр эсир, ПИРӖН ӖҪ ТУХРӖ! Ку экологи тӗлӗшӗнчен таса, усӑллӑ продукт тӗрлӗ витаминсемпе тата минералсемпе пуян.
Хурăн хуппинчен тунă чӑмлакан сăмала уссине медицина та ҫирӗплетет. Хурӑн хуппинчен тунӑ кавлев шӑлсене тасатать тата ҫӑварти ырӑ мар шӑрша пĕтерет. Хурӑн хуппинчен тунӑ тутлӑ шӑршӑллă сăмала никама та сÿрĕк кăмăллă хăвармасть. Нумайӑшӗ вӑл вар-хырӑмпа пыршӑ-пакарта чирӗпе кĕрешме пулӑшать, кăкăр хӗртнинчен хӑтарать тесе шутлаççĕ.
Кукамайсем мӗн авалтанпах хурӑн хуппинчен тунӑ кавлев усӑллине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та ӑна тӑвас ӗҫе питӗ тимленĕ.
Чӑмламалли сăмала тумалли тӗп материал - хурӑн хуппи.
Хуппине ҫиелти шурринчен, аялти хӑмӑр сийрен тасатаҫҫӗ, варрине ҫеҫ хӑвараҫҫӗ. Шӑпах ӑна пӗҫереҫҫӗ те.
Ситекри Наци культура центрĕ "АСАННЕ АРЧИ".
Сăнÿкерчĕкĕсем: Иван Григорьев.

Хурӑн хуппинчен сăмала тунă
Хурӑн хуппинчен сăмала тунă
Хурӑн хуппинчен сăмала тунă
Хурӑн хуппинчен сăмала тунă
Хурӑн хуппинчен сăмала тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: