Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
25 Августӑн 2022, 15:38

Пушкӑртстанра сад юлташлӑхĕсем патне пымалли ҫулсене юсама пуҫланӑ

Пахча-çимĕç сутасси хӑтлӑ условисенче пурнӑҫлантӑр тесе, сад хуçисем валли витнӗ лавккасем тунă.

Пушкӑртстанра сад юлташлӑхĕсем патне пымалли ҫулсене юсама пуҫланӑ
Пушкӑртстанра сад юлташлӑхĕсем патне пымалли ҫулсене юсама пуҫланӑ

Пушкӑртстанра ҫулталӑк пӗтичченех коммерциллӗ мар 77 сад юлташлӑхӗ патне кӗмелли ҫулсене юсӗҫ. Ҫак тӗллевсем валли республика бюджетӗнчен 50 млн. тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫулсен лару-тӑрӑвӗ ҫинчен SMART-садовод форумра ҫӗкленӗ. Сад пахчи хуçисемпе калаçнă хыҫҫӑн республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров муниципалитетсене сад юлташлӑхӗсем патне каякан ҫулсене ҫӗнетме укҫа уйӑрнӑ.
Ҫакӑнпа Пушкӑрт сачӗсен пулӑшӑвӗ пӗтмест. Сад юлташлӑхĕсен структурине аталантарма палӑртнӑ, ҫавӑн пекех хӑйсен пахча-çимĕçне сутакансене штрафламалла мар тесе йышӑннӑ. Пахча-çимĕç сутасси хӑтлӑ условисенче пурнӑҫлантӑр тесе, сад хуçисем валли витнӗ лавккасем тунă.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

 

Пушкӑртстанра сад юлташлӑхĕсем патне пымалли ҫулсене юсама пуҫланӑ
Пушкӑртстанра сад юлташлӑхĕсем патне пымалли ҫулсене юсама пуҫланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: