Çутă çул
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
19 Сентябрӗн 2022, 13:23

Миграновсем кăларакан продукцие тутанса пăхнă-и?

Михайловкӑри Айваз Мигранов уйрӑм предприниматель "А.М. Бижбулякские продукты" малалла аталантарма шутлать.  

Миграновсем кăларакан продукцие тутанса пăхнă-и?
Миграновсем кăларакан продукцие тутанса пăхнă-и?

Михайловкӑри Айваз Мигранов уйрӑм предприниматель "А.М. Бижбулякские продукты" малалла аталантарма шутлать

— Тӗрӗссипе каласан, эпӗ хула ҫынни пулнӑ, мӗншӗн тесен 2019 ҫулччен Уфара пурӑнса ирттертӗм, — тет патвар кӗлеткеллӗ Айваз Мигранов. — Республикӑн тӗп хулинче манӑн лайӑх ура çинче тăракан бизнес пурччӗ, суту-илӳ точкисем те пурччӗ. Республикӑра лайӑх пӗлекен "Меркурий" суту-илӳ центрӗнче бутик пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӗтӗм ҫӗршывӗпе локдаун пулса иртнӗ, вӑл коронавирус пандемине пула пӗчӗк предпринимательствӑна хытӑ пырса ҫапрĕ. Юратнӑ мӑшӑрпа канашларӑмӑр та Уфаран ачасемпе пӗрле пӗр хушӑ арăмăн ашшӗ-амӑшӗсем патне Михайловкӑна пурӑнма куҫма шутларӑмӑр. Районти ҫамрӑк бизнес-шерифпа Айрат Аликович Муратшинпа ӑнсӑртран тӗл пулнӑ тата унпа калаҫнӑ хыҫҫӑн, район администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен Артур Мухлисович Зариповран пур енлӗ пулӑшу илнӗ хыҫҫӑн уйрӑм предпринимательствӑра хамăр вӑя тӗрӗслесе пӑхма татӑклӑ план туса хатӗрлерĕмĕр. Михайловка ял совечӗн пуҫлӑхӗ Сергей Александрович Никитин мана пур енчен те пулӑшрӗ. Часах район администрацийӗ урлӑ кирлӗ оборудовани туянма субсиди илтĕмĕр. Ҫапла ҫуралчĕ Михайловка çĕрĕ ҫинче "А.М. Бижбулякские продукты" ИП.

Эпир участокри больница амбулаторин пӗр хутлӑ пушӑ ҫуртне илтӗмӗр. Унта пӳлӗмсене лайӑх юсама тытӑнтăмăр. Уйӑрнӑ субсидипе оборудованин пӗр пайне туянтăмăр. Ҫапла майӗпен производствăна хута яма тытӑнтӑмӑр. Виҫӗ работнике штата илтĕмĕр. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пирӗн пӗчӗк предприятире ӗҫлекенсен шутне пысӑклатма, производствӑна пысӑклатма планлатпӑр.

Эпир калаҫнӑ вӑхӑтра производство цехӗнче пельмень хатӗрлес ӗҫ пычĕ. Ятарлă тумтир тата перчетке тӑхӑннӑ работниксем куҫ умӗнчех чустана хӑвӑрт та ҫӑмӑллӑн йăваласа тикӗс ҫаврашкасемпе касрӗҫ, унтан, фарш хурса, пельменьсем алӑпа турӗҫ.

— Хатӗр продукци ассортментӗнче пирӗн пельменьсем кӑна мар, манты те, хуплу, беляш, шашлык, аш чипсӗсем (джеркӑсем), лапшапа тушенка тавар илекенсем валли меллӗ хакпа, — калаçăва хутшăнчĕ Айвазăн мӑшӑрӗ Ольга Леонидовна. — Апат-ҫимӗҫ ҫурма фабрикачӗсене хатӗрлес ӗҫре эпир Пишпÿлек производителӗсен экологи тӗлӗшӗнчен таса фермер какайӗпе ҫеҫ усӑ куратпӑр. Вӗсене районти суту-илӳ пӑнчисем урлӑ сутатпӑр. Пирӗн Уфара та представительство пур, анчах унта вӑхӑт иртнӗҫемӗн хамӑр суту-илӳ точкине уҫма планлатпӑр. Манӑн пӗр кӑмӑл пур: хамӑр ача чухнехи пек, "Михайловка" совхоз пӗтӗм районпа республикӑна ӗҫ мухтавӗпе чапа тухнӑ чухнехи пек, ялта ҫамрӑксемпе ачасем ытларах пулччӑр тетӗп.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Миграновсем кăларакан продукцие тутанса пăхнă-и?
Миграновсем кăларакан продукцие тутанса пăхнă-и?
Миграновсем кăларакан продукцие тутанса пăхнă-и?
Миграновсем кăларакан продукцие тутанса пăхнă-и?
Миграновсем кăларакан продукцие тутанса пăхнă-и?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: