Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
13 Октябрӗн 2022, 09:33

Район çулĕсем шанчăклă алăра

Районта республика тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрсене туса тата пӑхса тӑракан пӗртен-пӗр организаци ӗҫлет — Пишпÿлекри ДРСУ.  

Район çулĕсем шанчăклă алăра
Район çулĕсем шанчăклă алăра

Районта республика тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрсене туса тата пӑхса тӑракан пӗртен-пӗр организаци ӗҫлет — Пишпÿлекри ДРСУ.

Паян ДРСУ коллективӗнче 55 ҫын вӑй хурать, хӗллехи тапхӑрта вӗсен йышӗ хутшӑнать. Вӗсем пурте — хӑйсен ӗҫӗн профессионалӗсем. Опытлӑ сотрудниксенчен нумайӑшӗ вуншар ҫул кунта вăй хурать. Автоҫулсемпе ӗҫлекенсен пӗтӗмӗшле тăршшĕ 450 ҫухрӑм ытла, ҫул-йĕрçӗсен коллективӗ уява мӗнле кӑтартусемпе кӗтсе илни ҫинчен ПТО АО «Башкиравтодор» Пишпÿлекри ДРСУ филиалӗн начальникӗ Динар Маратович Зарипов каласа пачĕ.

— Акӑ мӗнрен пуҫлатӑп: пирӗн ҫӗршывра ҫулсеренех транспорт юхӑмӗ ӳссе пырать, уйрӑм хуҫасен автомобилӗсем ытларах та ытларах пулса пыраҫҫӗ. Пирӗн тӗп задача — районти автоҫулсене хӗлле те, ҫулла та кирлӗ пек тытса пырасси, водительсен, пассажирсен, ҫуран ҫынсен хӑрушсӑрлӑхĕ çакăнтан килет. Ҫул-йĕрçĕсем ҫулсене юсаҫҫӗ кӑна мар, вӑл мĕнле шайра пулнине те сӑнаҫҫӗ, пур ҫӗрте те ҫул ҫинчи кирлӗ паллӑсене лартаççĕ, ҫул айккисене çулса тăраççĕ, ҫул хӗрринчи вӗтлӗхсене касса тухаççĕ, ҫул çине хӑйӑр сапаççĕ, юртан  тасатаççĕ.

Кӑҫал Пишпÿлекри ДРСУ вӑйӗпе ӗҫсен пысӑк калӑпӑшне пурнӑҫланӑ.

Малта чи яваплӑ, хӗрӳллӗ хӗллехи тапхӑр. Юр ҫума пуҫласанах юра тасатма тата халӗ линейкӑра хатӗр тӑракан тепӗр техника тухать. Хальхи вӑхӑтра хӑйӑрлӑ-тӑварлӑ хутӑш хатĕрлеме тытӑнаҫҫӗ, юр тытăнса ан тăтăр тесе, ҫул хĕррисене ҫулаҫҫӗ, хӑйӑрлӑ-тӑварлӑ хутӑш ещӗксене вырнаҫтараҫҫӗ, çул ҫинчи "Яка ҫул"паллӑсене лартаҫҫӗ.

Пирӗн яваплӑ, чӑрсӑр, ӑнланакан ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, мӗншӗн тесен пирӗн ӗҫре нумайӑшӗ шӑпах вӗсенчен килет. Чи лайăххисене калама йывăр, мĕншĕн тесен, пирĕн пурте тÿрĕ кăмăлтан тăрăшаççĕ. Иртнӗ хӗллехи сезон иртнӗ хыҫҫӑн Владимир Степанова, Виктор Колпакова, Сергей Грешнякова, Ильдар Имамова палӑртма пулать.

Пишпÿлекри ДРСУ сотрудникӗсем Луганск облаҫне автоҫулсене юсас тӗлӗшпе вахтӑпа ӗҫлеҫҫӗ. Эпир хӑрушлӑх ҫинчен пӗлетпӗр, анчах ку пире чарса тӑмасть, инкеке лекнисене пулӑшасшӑн.

Пиртен кашниех ҫул ҫинче ĕçлекен ҫынсен ӗҫне хисеплемелле. Вӗсен ӗҫӗ ҫынсене кирлӗ, автоҫулсемпе усӑ куракансем пурте, район ҫыннисем, çак ӗҫченсене уявра ҫеҫ мар тав тумаллине асра тытмалла.

Карина ИВАНОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ИВАНОВА.

Сулахайран сылтăмалла: Сергей Фомин, Александр Иванов, Юрий Вьюшков, Александр Иванов, Валерий Петров, Зульфат Сабахов.

Район çулĕсем шанчăклă алăра
Район çулĕсем шанчăклă алăра
Район çулĕсем шанчăклă алăра
Район çулĕсем шанчăклă алăра
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: