Кашни ҫул март уйӑхӗн вӗҫӗнче-апрель пуҫламӑшӗнче ӑшӑ ҫӗршывсенчен вӗҫен кайӑксем таврӑнаҫҫӗ. Вӗсене хăйсем валли ҫурт тупма ҫӑмӑл мар. Ҫавӑнпа эпир ҫуркунне кайӑксем шавланине, чӗвӗлтетнине сахалтарах илтетпӗр. Анчах пурне те тӳрлетме пулать. Вӗҫен кайӑксем таврӑнччӑр тесен, эпир вӗсен пурнӑҫне учебниксем тăрăх çеç сӑнас мар тесен, пулӑшас пулать вӗсене. Шӑнкӑрч йӑвисем тумалла!
Шӑнкӑрч йӑвисем тата ытти йӑвасем тӑвасси вырӑссен авалхи йӑли пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ: ҫын вӗҫен кайӑксене ахаль ҫеҫ пулӑшман, ҫавна пула ҫутҫанталӑка хӑй ҫывӑхланнӑ, унпа пӗрлӗхлӗ пулнине лайӑхрах ӑнланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Русь ҫыннисем ҫуркунне ҫитнине уявланӑ, вӗсем ҫутҫанталӑкпа пӗрле хӗллехи ыйхӑран вӑраннӑ.
"Шӑнкӑрч йӑви" операци хӗрсе пырать. Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Умелые руки" пӗрлешÿре вӗренекенсем (педагогĕ Р.Ш. Абзалов) çунатлă тусӗсене кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.