+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлек районӗнчи моряксен ҫар тӑванлӑхӗ пур ӑрусенчи моряксен обелискне йӗркелес тӗлӗшпе пысӑк ӗҫе вӗҫленӗ.
Обелиск тунӑ хыҫҫӑн якорь лартасси тапхӑр çеç юлнă пулнă. Халӗ ӗнтӗ обелиска уҫма хатӗр тесе шутлама пулать, "Порт хули" Пишпÿлек пирӗн моряксене пула хӑйӗн якорьне туяннă. Моряксен паттӑр тӑванлӑхне ҫакӑн пек илемшӗн тавтапуҫ! Моряксен информацийӗпе вӗсем обелиск тума 400 пин тенке яхӑн пухнӑ. Маттур!! Пурне те ҫирӗп сывлӑх!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sp_bizh