Сентябрӗн 18-мӗшӗнче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул ҫумӗнчи сӑнавпа опыт участокӗнче 8-мĕш классенче вĕренекен ачасем Ю.С. Ильясова, Т.В. Сергеева тата Э.Ф. Шарифуллина ертсе пынипе кишӗрпе хĕрлĕ кӑшмана чавса кăларнă, тасатса нÿхрепе тирпейлесе хунă. Пахча-çимĕç питӗ пуян ÿснĕ, ҫавна пула пӗтӗм шкул ачисем ҫулталӑк тăршшĕпе тутлӑ салатсемпе апат-ҫимӗҫ ҫиме пултарӗҫ. Ачасем маттур, чаплӑ ӗҫленĕ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.